Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЮРĂ-КĔВĔПЕ ỸКЕРЧĔКСЕН АСАМЛĂ ТĔНЧИНЧЕ

 

Райцентрти Культура керменĕнче Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн отчетлă концерчĕ иртрĕ. Çак мероприятие килнĕ çынсем малтанах фойери ỹкерчĕксен тата прикладной искусство япалисен выставкисемпе паллашрĕç. Надежда Давыдован "Шкулта субботник", Роман Ермолаевăн "Чĕрĕп", Серафима Чувашован "Тантăшсем", Вика Чернован "Çумăр çăвать", Елена Егорован "Çулла", Марина Харитонован "Çуллахи улăхра", Диана Тимофееван "Çу илемĕ", Татьяна Севрюгинан "Варенипе натюрморт", Анна Севрюгинан "Кăкшăмпа натюрморт", Татьяна Машинан "Юр пике", Леонид Куликовăн "Пĕрĕмсем" тата ытти вĕренекенсен гуашьпа, акварельпе, тĕслĕ кăранташсемпе, ахаль кăранташпа ỹкернĕ картинисем чун-чĕрере ăшă та çепĕç туйăмсем хăварчĕç. Декораципе прикладной искусство япалисен выставки те куракансен кăмăлне çĕклерĕ. Пĕртăвансем _ Аннăпа Татьяна Севрюгинасем тăмран ăсталанă, сăрăсемпе илемлетнĕ "Чăваш вăййи" композицийĕ, Татьяна Машина, Анастасия Любимова, Марина Харитонова папье-маше материалĕнчен тунă йăвасем (колобоксем), Серафима Чувашова, Оксана Кудряшова тĕрлĕ материалтан хатĕрленĕ коллажсем, Михаил Морозов, Анна Ларионова хитрелетсе çыпăçтарнă мозаика тата ытти искусство япалисем куракансене чăннипех те тыткăнларĕç. Искусство шкулĕн отчетлă концерчĕн программине кĕçĕн ỹсĕмри ачасен хорĕ "Концерт на речке", "Мечта цветов" юрăсемпе уçрĕ. Аслă ỹсĕмрисен хорĕ те "Песня о земной красоте" тата "Красивые мамы" юрăсене чуна тивмелле шăрантарчĕ. Анастасия Федотова "Когда обиды жгут меня", Екатерина Муромцева "Приведение", Анна Давыдова "У мамы праздник", Мария Федорова "Посмотрите в мамины глаза", Татьяна Федорова "Сестренка" юрăсене уйрăмшарăн, Светлана Хураськинапа Мария Федорова "Журавли" юрра дуэтпа питĕ хитре юрларĕç. Эльнара Халитова солисткăн тутар юррине те ăшшăн йышăнчĕç залра ларакансем. Тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калакансем программăна татах та пуянлатрĕç. Юлия Сабанова ("Вальс"), Анастасия Мердеева ("Танец медвежат"), Татьяна Давыдова ("Сонатина"), Гузель Алиуллова ("Дождик") _ фортепьянопа, Ольга Лысова ("Украинская") _ аккордеонпа, Алексей Петров ("Неополитанская песня"), Александр Кузнецов ("Калинка") _ баянпа, Михаил Драгунов ("Самба"), Надежда Угаринапа Артем Мульдияров ("Испанское каприччио") гитарăпа тĕрлĕ пьесăсемпе произведенисем каланине пурте тимлĕн итлерĕç. Илемлĕ кĕвĕ-çемĕ кашнинех пысăк савăнăç кỹчĕ. Баянистсен ансамблĕнчи Алексей Петров, Александр Кузнецов, Руслан Насибуллинпа Анатолий Кузьмин "Испанское каприччио" музыка произведенине пултаруллăн каланине те палăртма кăмăллă. Р.Н.Архипова преподаватель домрăпа, унăн вĕренекенĕ Надежда Угарина гитарăпа "Ехали цыгане" музыка пьесине чĕре хĕлĕхне хускатса, чуна хумхантарса çав тери ăста выляса пачĕç. Антонина Нефедова ертсе пыракан ачасен "Антонина" халăх ташă ушкăнĕ концертра яланхи пекех хитре ташăсемпе килентерчĕ. Ю.В.Цыганова преподавательпе Ирина Волкова вĕренекен концерт программине ăнăçлă ертсе пычĕç. Отчетлă концерт вĕçленнĕ хыççăн залра ларакансем чылайччен алă çупрĕç. Пуян программăллă концерт тата анлă выставка Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнчи художество уйрăмĕнчи З.П.Морозовапа А.К.Краснова, музыка уйрăмĕнчи Ю.В.Цыганова, К.Н.Хазиева, С.И.Никишина, Р.Н.Архипова тата К.В.Кузьмина преподавательсем профессилле ăсталăхпа ĕçленине, ачасем ỹнер тата музыка искусствин пусмисен картлашкисем тăрăх ăнăçлă хăпарса пынине çирĕплетсе пачĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться