Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВУТ-ÇУЛĂМПА КĔРЕШЕКЕНСЕМ

 

1649 çулта Алексей Михайлович патша "О градском благочинии" Указ кăларнă, Раççейре пушар хуралĕн никĕсне хывса хăварнă. Çав çултан пуçласа вут-çулăмпа кĕрешекен подразделенисем халăха, территорисене, объектсене, ытти тĕрлĕ пурлăха пушарсенчен сыхлас тĕлĕшпе тăракан задачăсене яланах чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕн Б.Н.Ельцинăн 1999 çулхи апрельти Указĕпе килĕшỹллĕн, апрелĕн 30-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра çуллен Раççейри пушар хуралĕн кунне палăртаççĕ. Кăçал Раççейри пушарниксем, çав шутра Шăмăршă районĕнчи пушар хуралĕн гарнизонĕн коллективĕ те, çĕршывра пушар хуралне йĕркеленĕренпе 358 çул çитнине уявлаççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районти пушар хуралĕнче 1 муниципаллă, ведомствăсем хушшинчи 3 служба, ирĕклĕ 1 пушар дружини, пушарпа химин 5 станцийĕ тата Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ тăраççĕ. Районта пушарпа кĕрешмелли 20 единица техника шутланса тăрать. Тĕпрен илсен, пушарсем сỹнтернĕ вăхăтра пушар чаçĕ çине ытларах нагрузка тиенет. Çавна май статьяра çак коллектив çинче чарăнса тăрас килет. Хальхи вăхăтра 42-мĕш номерлĕ чаçра 22 çын вăй хурать, çав шутра караул начальникĕсем _ 4-ăн, пушарниксем _ 4-ăн, водительсем _ 10-ăн. Вĕсемсĕр пуçне чаç начальникĕн заместителĕ, инженер тата пушар профилактикин инструкторĕ те пур. Чаçра пушарпа кĕрешмелли 5 автомашина шутланса тăрать. Вĕсене водительсем тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ. Техника хуть хăçан та пушар тухнă вырăна тухма хатĕр. Пушарсем тенĕрен, кăçалхи 4 уйăхра район территорийĕнче вут-çулăм 3 хутчен алхаснă. Электро-газоприборсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни тата вутпа асăрханусăр пулни пысăк инкек патне илсе пынă. Вутра 1 çын вилнĕ, 2 объект вырăнĕнче кĕл-кăмрăк купи юлнă, 2 объект сиенленнĕ. Вут-çулăм 164 пин тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 7 пушарта 1 çын вилнине, 6 объект çунса кайнине, 4 объект сиенленнине регистрациленĕччĕ. Часах халăх Çуркуннепе Ĕç уявне _ Майăн 1-мĕшне тата Аслă Çĕнтерỹ кунне уявлать. Чылайăшĕ çак уявсене çутçанталăкăн илемлĕ вырăнĕнче, уйрăмах вăрманта палăртма, кăвайт чĕртме кăмăллать. Анчах та кайран вута шывпа сỹнтерсе, тăпрапа тĕплĕн хупласа хăвармалли пирки те аса илтеретпĕр район çыннисене. Организацисенчи пушар хуралĕн службисемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленине те палăртас килет. Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ (директор В.А.Петьков), "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ (Ю.С.Татарских), "Карлинская" агрофирма" ЗАО (И.М.Абсалямов), "Восход" СХКП (М.Н.Самсонов) тата "Агродор" ООО (В.М.Ефимов) экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр, пушар техникине яланах юсавлă тытаççĕ. Çак организацисем инкек пирки пĕрремĕш шăнкăрав пулсанах пушар тухнă вырăна ятарлă техника кăларса яраççĕ, вут-çулăм çулне пỹлме тăрăшаççĕ. Профессилле уяв умĕн хамăр чаçра 10 çул ытла тỹрĕ кăмăлпа вăй хуракан работниксене те асăнса хăварас килет. Вĕсем _ А.В.Низамовпа Г.Г.Ларионов караул начальникĕсем, А.М.Васильев пушарник, В.П.Кузьмин, Б.Н.Японцев, Н.Е.Федотов, И.В.Старшов, В.В.Григорьев тата А.М.Кузьмин. Статьяна вĕçленĕ май, пушар чаçĕнчи, районти организацисенчи пушар хуралĕнчи мĕн пур работниксене, ветерансене профессилле уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться