Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Парксен маршĕ _ 2007" акцие халалласа

 

 "Хамăрăн планетăна упрар _ ун пекки тек урăх çук" темăпа республикăри конкурс пулса иртрĕ. Унта "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн çывăх тусĕсем _ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Çиччĕмĕш тата саккăрмĕш класа çỹрекенсен "Çамрăк лесничий" командине конкурса З.Сапрукова хатĕрленĕ. Вун сакăр çынран тăракан делегаци шкул автобусĕпе ирех çула хускалчĕ. Тĕп хуламăра çитиччен ачасем вăхăта ахаль çухатмарĕç, хĕрсех репетици турĕç, представлени сыпăкĕсене, речевкăсене темиçе хутчен те аса илчĕç. Конкурс Шупашкарти суту-илỹ çурчĕ умĕнчи площадьрен пуçланчĕ. Республикăри хуласемпе ялсенчен килнĕ вунă командăран йĕркеленнĕ колонна, транспорантсемпе плакатсем йăтса, Лакрей вăрманĕ еннелле хускалчĕ. Çул тăршшĕпех ачасем çут çанталăка упрама чĕнсе калакан лозунгсем каларĕç, уншăн тăрăшма агитацилерĕç. Паркри тĕп сцена çинче йĕркеленĕ конкурс интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ иртрĕ. Кашни командах театрализациленĕ представлени кăтартрĕ. Шăмăршăсем унта вăрман лартса ỹстерес, ăна упрас тĕлĕшпе хатĕрленĕ композиципе паллаштарчĕç. Хам енчен эпĕ ăна чăн-чăн экологи спектаклĕ тесе хак панă пулăттăм. "Çамрăк лесничий" команда конкурса тĕплĕн хатĕрленни пур енчен те лайăх курăнчĕ. Çакăн хыççăн жюри Наци паркĕн çамрăк тусĕсен ăсталăхне мĕнле хак парассине кĕтмелли çеç юлчĕ. Кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртекен республикăри çакнашкал конкурса шăмăршăсем пуçласа çеç хутшăнчĕç. Çавăнпах, хумханни те пулмарĕ мар. Çавах та палăртма кăмăллă: пуçламăш утăм начарах мар пулса тухрĕ. Çакна команда Тав çырăвĕ илме пултарни те çирĕплетрĕ, кунсăр пуçне çамрăк экологсем ятарлă приза _ пылак кучченеçсене те тивĕçрĕç. Конкурсра хăйсен ăсталăхне çỹллĕ шайра кăтартнă ачасене ятран асăнса хăварас килет. Акă вĕсем, çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсем: Надя Сетнерова, Маша Кузьмина, Надя Угарина, Наташа Шамеева, Света Константинова, Люба Давыдова. Çитес çул вĕсем çакнашкал конкурсра çĕнтерме ĕмĕтленеççĕ. Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ районти шкулсенче вĕренекенсен çут çанталăк темипе ỹкернĕ ỹкерчĕксен, сăвă-калавсен конкурсне ирттересси çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унăн вăхăтне тăсма шутларăмăр. Ятарлă жюри итогсене августăн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться