Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИККĔМĔШ ТУР КĔТЕТ

 

Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я.Яковлева халалланă "Букварьтен _ илемлĕ литературăна çити" конкурсăн малтанхи тапхăрĕ вĕçленнĕ. Республикăри ачасемпе çамрăксен "Тантăш" хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ кăçал вуннăмĕш хут иртекен конкурса çамрăк сăвăçсем, проза ăстисем, драматургсем хутшăннă. Малтанхи турта çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ ачасем хушшинче шăмăршăсем те пур. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти И.Можаева тата Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекен Л.Матвеева иккĕмĕш тура хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Вăл Шупашкарта, Г.Лебедев ячĕллĕ республика интернат лицейĕнче иртет. Унта çамрăк çыравçăсем секцисем çине пайланса ĕçлĕç, чăвашсен паллă писателĕсемпе, поэчĕсемпе, драматургĕсемпе тĕл пулĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться