Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХĔРỸ КУНСЕМ, КАНĂÇСĂР СЕХЕТСЕМ

 

Районти хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çанталăк чипер тăнă май, çĕр ĕçченĕсен хастарлăхĕ те пысăк. Çакна пирĕн корреспондент, хуçалăхсенче пулнă май, хăй курса ĕненнĕ. "ЛУЧ" хупă пĕлтерĕшлĕ акционерсен обществи _ эпир чи малтан çитсе курнă хуçалăх. Ĕçсем мĕнле пыраççĕ-ха кунта? Ертỹçĕсемпе специалистсем каланă тăрăх, хуçалăхра, çĕр ĕлкĕрсе пынă май, ăна çийĕнчех ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Икĕ йĕрлĕ сỹре агрегачĕ хире темиçе кун каяллах тухнă _ В.Солдатенко механизатор пикенсех кĕрхи çĕртме пуссине сỹрелет. Ку ĕçе 150 гектар çинче пурнăçламалла пулсан, лаптăкăн çурри çинче нỹрĕк тытса хăварнă та ĕнтĕ. В.Столяров механизатор та хăйĕн хăватлă Т-150 "хурçă утне" уя илсе тухнă. КПИ культиваторпа пĕрчĕллĕ культурăсем акма çĕр хатĕрлет вăл. Хуçалăхра кĕр калчисем 100 гектар шутланаççĕ, халĕ кунта вĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарма хатĕрленеççĕ. Çĕр улми вăрлăхне те суйласа яровизацилеме хума пуçăннă. "Иккĕмĕш çăкăрăн" лаптăкĕ кăçал хĕрĕх гектартан кая мар пулать. "КАРЛИНСКАЯ" АГРОФИРМА" ЗАОра та тăри юрри хирти тракторсен кĕрлевĕпе пĕр кĕвве пĕрлешнĕ. _ Сĕлĕ акма тухрăмăр, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи И.Абсалямов. _ Виçпỹрт Шăмăршă бригадинче унăн лаптăкĕ 20 гектар пулать. Ака агрегатне _ "Кормилец-8" КС-3 пĕрлештернĕ агрегата (вăл пĕр вăхăтрах çĕре те кăпкалатса пырать, акать те, хыççăн лаптăка тикĕслет те) В.Тимофеев ĕçлеттерет. Сеяльщикĕ _ В.Андреев. Вăрлăха Н.Лукиянов водитель вăхăтра турттарса тăрать. Хуçалăхра 150 гектар çĕртме пуссинче нỹрĕк тытса хăварнă. Ку ĕçе В.Архипов механизатор пурнăçланă. Кĕр калчисене те сỹрелеме пуçланă. В.Филипповăн сỹре агрегачĕ пĕр кăлтăксăр ĕçлет. _ Лаптăкăн çуррине ытла сỹрелеме ĕлкĕртĕм те ĕнтĕ, - терĕ вăл кăмăллăн, ĕç ăнса пынине пытармасăр. "ВОСХОД" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче те "ир вăраннă кайăк тутă пулнă" текен чăнлăха тĕпе хуни сисĕнет. Эпир пынă чух Тури Чаткас бриагдинче В.Васильевăн виçĕ сеялкăллă агрегачĕ 78 гектар лаптăк çинчи кĕрхи тулă калчисене аммиак селитрипе апатлантаратчĕ. Юлашки гектарсем çинче пыратчĕ çак ĕç. Механизатор палăртнă тăрăх, В.Воробьев, С.Муравьев, В.Капчиков заправщиксем ĕçре вăр-вар та çаврăнăçуллă пулнăран, агрегат самантлăха та чарăнса тăмасть, уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшать. Минераллă удобрение вара П.Воробьев механизатор вăхăтра кỹрсе тăрать. Чаткассем тĕштырăсем акма çĕр те хатĕрлеççĕ. Анат Чаткас бригадинче ку ĕçе В.Воробьев механизатор пурнăçлать, БТД агрегатпа тăпрана кăпкалатать. Ака агрегачĕ патне те çитсе куртăмăр. Хуçалăхри чи опытлă механизатор В.Буранов урпа акать. Сеяльщиксем, яланхи пекех, опытлăскерсем: В.Нянинпа В.Мульдюкова вĕрентме, иккĕ калама кирлĕ мар. В.Тихонов заправщикпа вăрлăх турттаракан Э.Мутов пирки те çакнах каламалла. "КОЛОС" АГРОФИРМА" ЗАО ĕçченĕсем çурхи ĕçсене районта пуринчен малтан пуçларĕç. Халлĕхе кунта сахăр кăшманĕ акма 400 гектар çĕр хатĕрлесе хунă, ăна икĕ хутчен минераллă удобрени хывса хăварнă. _ Чĕмпĕр облаçĕнчен ятарлă сеялка килсе çитессе çеç кĕтетпĕр, - тет Н.Воробьев тĕп агроном. _ Вара çийĕнчех акма пуçлатпăр. Ака тенĕрен, агрофирмăра ака агрегачĕ хире тухнă та ĕнтĕ, А.Никифоров урпа акать. Унăн лаптăкĕ 120 гектар пулмалла. Хуçалăхра 1200 гектар çинчи çĕртме пуссинче нỹрĕк тытса хăвармалла. Ку ĕç те начар мар пырать темелле: А.Петров, А.Никифоров, С.Кузьмин 500 гектар ытла лаптăка сỹре агрегачĕсен хыçне хăварма ĕлкĕрнĕччĕ. Кĕр тыррисем кунта 470 гектар шутланаççĕ. Ф.Петровпа Э.Никифоров механизаторсем вĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарса хăварас ĕçе вĕçленĕпе пĕрех _ трактор кĕреймен йĕперех вырăнсем çеç юлкаланă. _ Çанталăк чипер тăрсан, ака-суха ĕçĕсене вăраха ямастпăр, - шантарчĕ тĕп агроном. Ăна вара чăнласах та шанма пулать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться