Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Фламинго" ансамбль _ Мускаври форум çĕнтерỹçи

 

 2007 Çулхи апрелĕн 10-15-мĕшĕсенче, Мускав тата Пĕтĕм Раççей Патриархĕ II Алексий пилленипе, Президентăн "Раççей ачисем" программине ырласа, Мускав хулинче "Пултаруллă ачасем" ятпа Пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинчи форум иртнĕ. (Кăçал унăн 10 çулхи юбилейĕ пулнă). Форум девизĕ _ "Пур çĕршывсенчи пултаруллă ачасем _ пĕрлешĕр!" Çак пысăк мероприятие Раççейри кашни регионти, чикĕ леш енчи çывăхри тата аякри çĕршывсен художество коллективĕсем хутшăннă. Форумра В.П.Кузьмина илемлĕх ертỹçи пулса ертсе пыракан Шăмăршăри ачасен "Фламинго" ташă ансамблĕн аслă ушкăнĕ те хăй пултарулăхне кăтартнă. Форум условийĕсемпе килĕшỹллĕн, хĕр ачасенчен кашниех килте малтан "Хуть мĕнле искусство пулсан та, унăн çăл куçĕ _ пурнăç" реферат, "Кашни пархатарлă пурнăç хăйĕн çиппине хăварать" эссе, хăйсен творчество çулĕ çинчен мини-резюме çырнă, "Пур çĕршывсенчи пултаруллă ачасем _ пĕрлешĕр!" девизпа плакат хатĕрленĕ, Мускава ярса панă. Пĕрремĕш тур кăтартăвĕсем тăрăх хĕр ачасене иккĕмĕш тата виççĕмĕш творчество турĕсене _ Мускав хулине чĕнсе илнĕ. Мускаври М.Балакирев ячĕллĕ Искусство шкулĕнче "Фламинго" ансамбльти Светлана Акимова, Лилия Алимова, Екатерина Гусячкина, Татьяна Кудряшова, Татьяна Ларшникова, Светлана Матросова, Анна Петрова тата Марина Шамеева хăйсен творчество ĕçĕсене питĕ ăнăçлă хỹтĕленĕ. Кун хыççăн вĕсем, хăйсен руководителĕ В.П.Кузьмина ертсе пынипе, "Ĕçчен халăхăн илемлĕ чунĕ" театрализаци-ленĕ представ-ление тата чăваш ташшине те çав тери пултаруллăн кăтартса панă. Апрелĕн 15-мĕшĕнче вара виççĕмĕш тур пуçланнă. Кунта "Фламинго" ансамбль Августа Уляндина юрăçăн "Ташлар-и, ташлар мар-и..." композицийĕ тăрăх чăваш ташшине питĕ ăста ташласа "Халăх ташши" номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Наградăсем парассин савăнăçлă церемонийĕ Мускаври Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче майăн 19-мĕшĕнче иртет. Унта "Фламинго" ансамбле çĕнтерỹçĕсен пысăк наградипе чыслаççĕ. Шăмăршăсен пултаруллă ташă коллективне _ "Фламинго" ансамбле кăçалхи июль уйăхĕнче Болгарире "Ахахлă вăй карти" ятпа иртекен фестивале кайма та йыхрав хучĕ панă. _ Пирĕн коллектива çак пысăк мероприятие кайса килме укçа-тенкĕ енĕпе пулăшнăшăн эпир райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайне, Шăмăршăри ДРСУ директорне В.Г.Федотова, "Строитель" ООО руководительне Н.Н.Быкова, "Агросервис" ООО ертỹçине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне А.В.Максимова, Патăрьелĕнчи перекет банкĕн Шăмăршăри хушма офисĕн управляющине О.Н.Алексеева, Шăмăршăри вăтам шкулти попечительсен советне чĕререн тав тăватпăр, - терĕ ансамблĕн илемлĕх ертỹçи В.П.Кузьмина. _ Ташăсем валли сцена костюмĕсем çĕлетме пулăшнăшăн Шăмăршăри ял поселенийĕн пуçлăхне В.К.Андронова та хаçат урлă тав сăмахĕсем калатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться