Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔМĔРĔПЕХ _ ХАЛĂХПА ПĔРЛЕ

 

"Ачалăхăм вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Тăраниччен çăкăр çисе курас ĕмĕтпе пурăнаттăмăр. Салтака кайсан тин пĕрремĕш хут сахăрпа чей ĕçсе куртăм. Эх, мĕн каласси..." Иртнине аса илнĕ чух Егор Михайловичăн куçĕсем шывланчĕç. Пурнăçра нушине питех те нумай тỹссе ирттернĕ вĕт-ха, вĕсем ĕмĕрлĕхех чĕре варрине кĕрсе вырнаçнă. 1927 çулта çуралнисене чăннипех те вăрçă ачисем теме пулать. Ялти арçынсене фронта илсен, вĕсем вырăнне вун тăваттăри-вун пиллĕкри ачасем тăнă. Вĕсем колхозри мĕнпур ĕçе пурнăçланă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă. 1944 çулхи декабрьте Егор Столяровăн та салтака кайма ят тухать. Çĕпĕрти Кемерово хулинче çар тивĕçне пурнăçлать. Малтан Шалти çарсен вĕрентỹ ротинче тăнă, кайран вара ăна тыткăна илнĕ нимĕç салтакĕсене сыхлама янă. Конвой çарĕсен Новосибирск хулинче вырнаçнă дивизи шкулĕнче вĕреннĕ. Çарта 4 çул пулнă хыççăн Е.Столяров демобилизаци йĕркипе килне таврăннă. Тỹрех мирлĕ ĕçе пуçăннă: "Хĕрлĕ Çăлтăр" колхозра счетовод-кассир, унтан ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Йывăр тапхăрта _ 1957-1961 çулсенче Егор Михайлович Палтиел ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче вăй хунă. Ял Совечĕ çирĕплетсе панă план-заданисене ăнăçлă пурнăçланăшăн Е.М.Столярова райĕçтăвкомăн Хисеп хучĕпе наградăланă. Пĕлỹ çителĕксĕррине туйса, Е.М.Столяров 2 çул хушши Шупашкарти ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи курссенче вĕреннĕ. Унтан 11 çул хушши колхозри парторганизаци секретарĕнче, комплекслă бригада бригадирĕнче тăрăшнă. Çирĕм çула яхăн ревизи комиссийĕнче, обществăлла майпа халăх контроль группин председателĕнче ĕçленĕ. Ăçта вăй хурсан та, тỹрĕ кăмăллă пулнипе тата сăпайлăхпа палăрса тăнă. Хастар ĕçленине сума суса, Егор Михайловича медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă. Мăшăрĕпе, Полинăпа, пĕр ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, темиçе çул каялла арăмĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Сакăрвунă çул тултарать паян ялти хисеплĕ ветеран Егор Михайлович Столяров. Çак ятпа ăна эпир чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Халăх умĕнчи чыслă ĕçĕршĕн _ пысăк тав!

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться