Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юрă-кĕвĕ тĕнчинче

 

Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнчи музыка уйрăмĕнче вĕренекенсем тĕрлĕ инструментсемпе калама тата юрлама хăнăхнисĕр пуçне, районти мероприятисене, республикăри конкурссене те активлă хутшăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть вĕсем, преподавательсем ертсе пынипе, райцентрти "Аленушка" тата "Ромашка" ача сачĕсенче "Музыкальная шкатулка" ятпа пуян программăллă концерт кăтартрĕç. Пĕчĕккисем музыка инструменчĕсемпе _ гитарăпа, домрăпа, аккордеонпа, баянпа тата фортепьянопа хаваспах паллашрĕç. Ачасем çак инстументсемпе каланă пьесăсене вĕсем алă çупса йышăнчĕç. Ю.Сабанова "Вальс", Л.Ахметова "Маленькой елочке" (преподавателĕ С.И.Никишина), Н.Мердеева "Танец медвежат" (Ю.В.Цыганова), А.Мульдияровпа Н.Угарина "Цыганское каприччио" (Р.Н.Архипова), К.Севрюгин "Как под горкой" (К.Н.Хазиева) произведенисем тата ытти кĕвĕ хайлавĕсем вылянине ача сачĕсен воспитанникĕсем питĕ тимлĕн итлерĕç. М.Федоровапа И.Волкова солисткăсемпе пĕрле "Убежало молоко" тата "Волшебный цветок" юрăсене пĕчĕккисем те юрларĕç. Концерта вĕçлесе, инструментсен ансамблĕ тĕрлĕ кĕвĕсем каларĕ. "Во саду ли, в огороде" кĕвĕ янăраса кайсан вара ачасем чăтса тăраймарĕç _ ташă картине тăчĕç. Республикăри конкурссем тенĕрен, çак кунсенче Т.Давыдовапа Е.Муромцева республикăри ачасен вокалпа эстрада творчествин "Çăлтăрсен çумăрĕ" конкурсĕнче вăй виçнине палăртмалла. Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ çак конкурсран вĕсем Лауреат дипломĕсемпе таврăнчĕç. Асăннă солисткăсем "Заветный час" конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче хăйсене лайăх енĕпе кăтартса, çывăх вăхăтрах иртекен конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне (тур) хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Вокалистсен "Музыкальная капель" конкурсĕнче _ вăл Канаш хулинче иртнĕ _ И.Волкова _ пĕрремĕш (Ю.В.Цыганова класĕ), М.Федорова иккĕмĕш (К.В.Кузьмина класĕ) вырăнсем йышăнни те пирĕн Искусство шкулне илем кỹрет. Çывăх вăхăтрах Канаш хулинче "Родные напевы" ятпа çамрăк музыкантсен конкурсне йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра О.Лысова аккордеонисткăпа Т.Давыдова пианистка тата Н.Угарина гитаристка çак конкурса хатĕрленеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться