Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрман _ çỹп-çап тăкмалли вырăн мар

 

ÇУРКУННЕ сулмаклă утăмсемпе малаллах утать, малашне хăй хуçа пулассине уççăнах систерет. Кăнтăртан вĕçен кайăксем те вĕçсе килчĕç ĕнтĕ. Вăрман санитарĕсем - кăткăсем - хăйсен тĕмĕсем йĕри-тавралла, вăл ăнăçлах хĕл каçнă-ши тенĕн, пĕр чарăнми кумаççĕ. Уй-хирсемпе çарансем пекех, юр кайнă хыççăн, вăрмана та ешĕл тĕс кĕрет: ура айĕнче _ сип-симĕс кавир. Анчах та кăмăла пăсаканни те çук мар. Халлĕхе чечексем шăтса тухайман-ха, вĕсен вырăнне вара... унта-кунта тĕрлĕ çỹп-çап йăваланать, таса марлăх тỹрех куçа курăнать. Мĕн кăна çук-ши вăрманта: пушă кĕленче е пластик бутылка-савăтсем, консерва банкисем, целлофан хутаç-пакетсем... Вĕсене вара хамăрах, уйрăмах Шăмăршă ялĕнчи вăрман хĕрринчи урамсенче пурăнакансем хĕл-каçа самаях тухса пăрахнă _ юр айĕнче курăнмасть тесе шутланă пулĕ. Ку тĕлĕшпе Лесная, Лесхозная, Овражная, Заводская урамсенче пурăнакансем уйрăмах "тăрăшуллă". Халиччен вĕсемпе вăрмана варалама юраманни çинчен калаçусем пĕрре çеç мар ирттернĕ, анчах лару-тăру ырă енне улшăнни çав-çавах куç кĕрет курăнсах каймасть. Малашне çакнашкал çынсем пирки ирĕксĕрех çирĕп мерăсем йышăнма тивет. Вăрмана çỹп-çаппа вараланă тĕслĕхсем вăрман çывăхĕнчи ытти ялсенче те палăрать. Çулсен хĕррисем те таса мар. Çакăншăн вара айăплисене, законодательствопа килĕшỹллĕн, 500-шер тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Вăрмана варалани, паллах, ырламалли ĕç мар. Унран та ытларах япăххи - вăрманти беседкăсене ватса юрăхсăра кăларни е çунтарса яни. Кĕçех, акă, выльăхсене кĕтĕве кăларма вăхăт çитет. Каллех вăрман инкекĕ пуçланать çакăнпа. Уйрăмах çулсерен акатуй иртекен вырăнта хуçасăр выльăхсем нумай çỹренине асăрхама пулать. Çакă та _ йĕркене пăсни. Мĕншĕн тесен выльăх вăрмана сиен кỹрет-кỹретех. Паллах, чĕлхесĕр янаварсем çакна ăнкармаççĕ, анчах вĕсен хуçисен çакна лайăх пĕлсе тăмалла: вăрман фондне выльăхсем сиен кỹнĕшĕн вĕсен хуçисен самаях пысăк штраф тỹлеме тивет: ĕне выльăхшăн _ 3720 тенкĕ, качакасемшĕн - 4800-шер тенкĕ. Вăрманти çỹп-çап, юраман çĕрте кăвайт чĕртни пушар тухас хăрушлăха та кăларса тăратать. Вут-кăвар вара хăйĕн çулĕ çинче ниме те хĕрхенсе тăмасть _ хыççăн кĕлпе кăмрăк çеç хăварать. Вăрман _ халăх пуянлăхĕ. Унăн тирпейлĕхĕ, ăна упраса хăварасси вара хамăртанах килет. Эппин, çакна пурин те асра тытасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться