Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЙЫВĂÇ КУНĔНЧЕ РАЙОНТА 2950 ХУНАВ ЛАРТСА ХĂВАРНĂ

 

АПРЕЛĔН 14-мĕшĕнче районта Йывăç кунĕн çурхи тапхăрĕ иртнĕ. Предприятисемпе организацисене, учрежденисене хунавсемпе _ чăрăшпа, çăкапа тата лиственницăпа _ Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ тивĕçтернĕ. Ипподром территорийĕнче Шăмăршăри ДРСУ работникĕсем тата районти тĕп больница ĕçченĕсем тăрăшнă. Вĕсем унти çỹп-çапа тасатнă, 1100 тĕп чăрăш хунавĕсем лартса хăварнă. Шăмăршăпа Энтĕрьел ялĕсем хушшинчи пысăк кĕпер таврашĕнче те хĕрỹ ĕç пынă. Унта ветстанципе БТИ службин специалисчĕсем 550 хăва сапанĕ (черенки) лартнă. Пуянкасси ял поселенийĕн (550 хунав) тата Карапай Шăмăршăпа Анат Чаткас ял поселенийĕсен (550 хăва сапанĕ), "Елочка" профилактори (100 чăрăш хунавĕ) территорийĕсенче те ăнăçлă ĕçленĕ. Çапла вара, Шăмăршă тăрăхĕнче çак кун пурĕ 2950 йывăç лартса хăварнă. Вĕсем часах тăван тавралăха илем кỹме пуçлĕç. (Райадминистраци сайтĕнчен). АННА Севрюгина _ республика конкурсĕн призерĕ Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен творчество ĕçĕсене республикăри конкурс-куравсене тăтăшах тăратаççĕ, вĕсенче призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ, Дипломсемпе Хисеп грамотисене тивĕçеççĕ. Сăмахран, "Тĕлĕнтермĕшсене _ хамăр алăпа" ятпа Шупашкарта нумаях пулмасть иртнĕ декораципе прикладной искусство ĕçĕсен конкурсĕнче "Керамика композицийĕ" номинацире Анна Севрюгина иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăна Диплом тата приз парса хисепленĕ. Михаил Морозов вара, "Кĕленче тата мозаика композицийĕ" номинацире пысăк пултарулăхпа палăрнă май, Хисеп грамоти илнĕ. Чăваш халăх художникĕн Элли Юрьевăн призне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ республикăри конкурс-выставкăна та хутшăннă вĕренекенсем. Унта Татьяна Севрюгинан "Çуллахи каç", Федор Семеновăн "Юрпа хупланнă дачăсем" ỹкерчĕкĕсем хавхалантару наградисене _ Дипломсене тивĕçнĕ. Асăннă вĕренекенсене тата художество уйрăмĕн преподавателĕсене З.П.Морозовапа А.К.Краснована творчество ĕçĕнче малашне те ăнăçу сунас килет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться