Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Историпе право эрни

 

ПĂЧРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта историпе право эрни иртрĕ. Вĕренекенсем унта активлă хутшăнчĕç. Малтанхи кун пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем "Счастливый случай" конкурс йĕркелерĕç, "Геракл" тата "Зевс" командăсене пайланса тупăшрĕç. "Геракл" ăстарах пулни курăнчĕ, çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Тепĕр кунхине улттăмĕш класра вĕренекенсен "Афродита" тата "Орел" командисем рыцарьсен турнирĕнче вăй виçрĕç. "Афродита" команда членĕсем хăйсем чăн-чăн рыцарьсем пулнине тивĕçлипе кăтартса пачĕç. Çиччĕмĕш класра ăс пухакансем йĕркеленĕ "Слабое звено" викторина та ăнăçлă иртрĕ. "Тăван çĕршыв историйĕ" темăпа иртрĕ вăл. Унта Н.Моисеева, М.Улюкина çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Викторинăна 10 "п" класра вĕренекен И.Чугунова питĕ ăста ертсе пычĕ. Тăххăрмĕшсем хушшинчи конкурс "Правона пĕлекенсем" темăпа иртрĕ. Унта икĕ команда _ "Знатоки права" тата "Неделя права" - ăмăртрĕç. Юлашкинчен малтанхи команда право йĕркисене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕ. Эрнене 10 тата 11 классене çỹрекенсем вĕçлерĕç, "Великая Отечественная война. Год за годом" брейн-ринг ирттерчĕç. Тăватă команда хутшăнчĕ унта: "9 рота" (10 "у"), "Юные историки" (10 "п"), "Историки" (10 "г"), "Крепкие орешки" (10 "у"). Ăмăртура "Юные историки" туслă ушкăн çĕнтерчĕ. Ачасем иртнĕ вăрçă историне чăннипех те начар мар пĕлеççĕ иккен. Историпе право эрнинче 10 "п" класс та лайăх енчен палăрчĕ. Редколлеги (редакторĕ О.Чамеева) истори темипе кăларнă стена хаçатне жюри чи лайăххи тесе палăртрĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться