Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕрарăмсен халăх хорĕ юрлать

Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи хĕрарăмсен халăх хорĕ районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăнать, вĕсене çепĕç юрăсемпе илемлетет. Коллективăн кашни юррине халăх ăшшăн йышăнать. Виç-тăватă сасăллă ушкăнсем çине пайласа юрлакан юрăсем тỹрех чуна пырса тивеççĕ, чĕре хĕлĕхне хускатаççĕ. Паллă коллектива республикăри мероприятисене те час-часах йыхравлаççĕ. Фашистла Германие çĕнтернĕренпе 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивальтен хор лауреат Дипломĕпе таврăннă. 2005 çулта Шупашкарта йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри "Атăл çи çăл куçĕсем" фестивальте ăна Грамотăпа чысланă. Пĕлтĕр "Хавхаланса юрлать чĕре" ятпа иртнĕ республикăри фестивальте Диплом парса хисепленĕ. Хора çакнашкал пысăк мероприятисене чĕнсе илни, вĕсенче сумлă наградăсене тивĕçни коллективăн пултарулăхне, художество ăсталăхне çирĕплетет. Хор республикăри ытти хуласемпе районсенче, Тутарстанри ялсенче те концертсем кăтартать. Хĕрарăмсен хорĕ 1984 çулта йĕркеленнĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ работникĕ В.Рябов унăн малтанхи художество руководителĕ пулнă. 1997 çулта хор "Халăх коллективĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра хорта 35 çын юрлать. Тĕрлĕ ỹсĕмри солисткăсен йышĕнче _ бухгалтерсем, педагогсем, кульутра работникĕсем тата ыттисем. Вĕсене пурне те хор искусствине юратни пĕрлештерсе тăрать. Репертуарта _ вырăс, чăваш композиторĕсен произведенийĕсем тата халăх юррисем. Вĕсен шутĕнче _ "Падает снег", "За околицей", "На побывку едет", "А годы летят", "Крапива", "То не ветер ветку клонит", "Хĕрсен юрри", "Хăмла пахчинче", "Тăвансем, юрлар-ха", "Чунăм ĕмĕрлĕх санпа", "Тăрна" тата ытти произведенисем. Хор йĕркеленнинчен пуçласа паянхи кунчченех çак коллективра юрлакансем _ чăннипех те мухтава тивĕçлĕ çынсем. В.Старшова, Н.Галкина, Н.Павлова, С.Моисеева, Т.Акимова тата ыттисем хăйсен çепĕç сассисемпе халăха чунтанах савăнтараççĕ. Халăх коллективĕ çумĕнчех вокал ансамблĕ те пур. Кунта пултаруллă солисткăсем _ Т.Матвеева, М.Матвеева, А.Романова, М.Яковлева, А.Петрова, Е.Еремеева тата З.Волкова юрлаççĕ. 1999 çултанпа хора дирижер тата илемлĕх ертỹçи пулса Е.Еремеева ертсе пырать. Дирижер-хоровик дипломĕллĕ специалист коллектив ĕç-хĕлне профессилле ăсталăхпа йĕркелет. Елена Георгиевна Культура ĕçĕнче пĕр улшăнми 25 çул тăрăшать ĕнтĕ. Е.Еремеевана ĕçре ăста баянист В.Харитонов аккомпаниатор пулса пулăшать. Нумаях пулмасть Шăмăршăри Культура керменĕнче иртнĕ пысăк концертра хĕрарăмсен хорĕ хăйĕн çĕнетнĕ программипе паллаштарчĕ. Яланхи пекех, унăн илемлĕ юррисем кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕç. Çак кунсенче вара хĕрарăмсен хорĕ Шупашкарти сумлă жюри умĕнче каллех "Халăх коллективĕ" хисеплĕ ята çирĕплетрĕ.  Репетици залĕнче Е.Еремеева дирижер патакĕпе çăмăллăн сулса илчĕ те хор илемлĕ юрă шăрантарма пуçларĕ. Халăх юратакан хĕрарăмсен коллективĕ районти Акатуй сцени çине хăйĕн программипе тухма хатĕрленет...

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться