Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăксен конкурсĕ

 

РАЙОНТИ çамрăксене обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, преступленисемпе кĕрешес, право йĕркисене çирĕплетес ĕçе активлăрах явăçтарас, ялсенчи дружинниксен право пĕлĕвне ỹстерес тата вĕсен вăй-хал хатĕрленĕвне лайăхлатас тĕллевпе йĕркеленĕ "Чи лайăх çамрăк дружинник" конкурса çамрăксем активлă хутшăнчĕç. Çамрăклăх тата спорт конкурсĕнче район администрацийĕн, ял поселенийĕсен, районти тĕп больницăн, "Елочка" профилакторин тата Шăмăршăри вăтам шкулăн виçшер çынран (пĕр хĕрпе икĕ каччă) тăракан командисем ăмăртрĕç (пурĕ 13 команда). Шăмăршăри Культура керменĕнчи спортзалта конкурсантсем право темипе çыхăннă теорилле ыйтусем çине хуравларĕç, кире пуканĕсем йăтас тата алăпа урайне тĕревлесе ỹт-пĕве çĕклес енĕпе вăй виçрĕç, армреслинг, дартс вăййисенче, баскетбол мечĕкне тĕрлĕ вырăнтан (5 точкăран) корзинăна тĕл ывăтас тĕлĕшпе тупăшрĕç. Конкурс итогĕсене пĕтĕм-летсен, ял поселенийĕсем хушшинче Шăмăршă ял поселенийĕн команди - ун йышĕнче Николай Федотов, Лилия Кудряшовапа Альберт Михайлов пулчĕç _ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илни палăрчĕ. Пăчăрлă Пашьел тата Кивĕ Чукал ял поселенийĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Предприятисемпе организацисем тата учрежденисем хушшинче вара "Елочка" профилактори ĕçченĕсем _ Андрейпа Сергей Михайловсем, Надежда Романова çĕнтерчĕç. Шăмăршă районĕн администрацийĕн команди - иккĕмĕш, Шăмăршăри вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Çĕнтерỹçĕ-командăсен членĕсем грамотăсемпе призсем илчĕç. Кунсăр пуçне çỹлерех асăннă вăл е ку конкурсра 1-3 вырăнсем йышăннă çамрăксем те грамотăсемпе призсене тивĕçрĕç. Çак кунах спортзалта Шăмăршă районĕн шалти ĕçсен пайĕн команди тата конкурссене хутшăннă çамрăксен команди пĕр-пĕринпе волейболла выляса ăмăртрĕç. Хĕрỹ вăйăра милиционерсен команди çĕнтерчĕ. Интереслĕ мероприятие райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕнчи çамрăксен ыйтăвĕсемпе тата спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться