Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇÇИ ПУÇЛАНЧĔ

 

РАЙОНТИ хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланчĕç. Кăçал уй-хире чи малтанах "Колос" Агрофирма" хупă пĕлтерĕшлĕ акционерсен обществин механизаторĕсем тухрĕç. Кунта сахăр чĕкĕнтĕрĕ акма çĕр хатĕрлеççĕ, пĕрлех тăпрана минераллă удобренисем те хывса пыраççĕ. Халлĕхе ку ĕçе 400 гектар лаптăк çинче пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Çурхи ĕçсен малтанхи тапхăрĕ _ нỹрĕк тытса хăварни тата нумай çул ỹсекен курăксемпе кĕр калчисене сỹрелесе минераллă удобренисемпе апатлантарса хăварни. Пресс-центр пĕлтернĕ тăрăх, "Исток" ОООра çĕртме пуссисене 200 гектар сỹреленĕ. "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче те ĕççи каçалăкĕ уçăлнă. Çĕр ĕçченĕсем халлĕхе нумай çул ỹсекен курăксене 100 гектар ытларах сỹрелесе хăварнă, кĕр калчисене 50 гектар минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Çавăн пекех, "Шанс" ОООра, "Карлинская" Агрофирма" ЗАОра, "Искра" СХПКра та сỹре агрегачĕсем хире тухнă, малтанхи гектарсем çинче нỹрĕк тытса хăварнă. Çĕр ĕлкĕрсе пынă май, çак кунсенче ытти хуçалăхсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче те çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться