Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛТИ ШКУЛА ТИМЛĔХ НУМАЙРАХ КИРЛĔ

 

 Мана, ĕмĕрĕпех шкулта ачасемпе ĕçлекен çынна, Стратегири вĕрентỹ аталанăвĕ пирки каланă йĕркесем уйрăмах кăсăклантараççĕ. Экономикăна çĕклес, социаллă сферăри ыйтусене татса парас тесен хăть ăçта та тарăн пĕлỹллĕ çынсем кирлĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров пуçарнипе вунă çул каяллах "Çĕнĕ шкул" программа хатĕрленĕччĕ. Унăн çимĕçĕсем палăрса пыраççĕ ĕнтĕ. Шкулсем хальхи вăхăтри çĕнĕ техникăпа пуянланаççĕ, вĕрентỹре те çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Ачасем те ăс-хакăл енчен халĕ нумай çỹллĕрех шайра тăраççĕ. Анчах, ман шутпа, хăватлă компьютер оборудованийĕпе тивĕçтерни сахал. Пĕчĕкрех пĕлỹ çурчĕсем пирки те манмалла мар, вĕсене те ăслă техника, принтер-сканер кирлĕ. Ялсенче пур çĕрте те никĕс шкулсем туса пĕтерейместĕн, пĕчĕккисем, сахал комплектлисем çав-çавах юлаççĕ. Унтах ачасем те, учительсем те пулаççĕ. Çавăнпа республика аталанăвĕн Стратегийĕнче çакăн пек шкулсен пурлăх никĕсне паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшỹллĕн çирĕплетесси пирки те палăртмалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться