Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăхăт васкатать

 

ХРЕСЧЕНЕ хĕлĕпе канăç паман, хальхи тĕп ыйтусенчен пĕри _ çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерсе ярасси. Мĕнлерех хатĕрленсе кĕтсе илчĕç-ха ăна районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсем? Асаттесем урапана хĕллех хатĕрлесе хума хушнă. Чылай çĕрте çак чăнлăха тĕпе хума тăрăшни сисĕнет. Тракторсенех илер-ха, акă. Паллах, вĕсемсĕр хирти пĕр ĕçе те пурнăçлаймăн. "Хурçă утсем" паянхи куна "Колос", "Карлинская" агрофирмăсенче, "Исток" ОООра, "Бездна", "Карла", "Миха" фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче çĕр проценчĕпех хатĕр. Асăннă хуçалăхсенче çавăн пекех кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисене те пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Ку тĕлĕшпе "Искра" тата "Яблоневка" хуçалăхсенче те йывăрлăхсем çук. Ытти хуçалăхсенче те çур акине хутшăнакан тракторсемпе агрегатсем паян-ыранах çурхи уй-хире тухма хатĕр пулаççĕ _ юлашки вак-тĕвек юсав ĕçĕсем çеç юлнă. Çĕр те хăйне тăрантарнине, пăхнине юратать. Сăмах кунта чи малтанах минераллă удобренисем çинчен пырать _ вĕсемсĕр палăртнă чухлĕ тухăç илеймĕн. Паллă ĕнтĕ: çурхи ĕçсем кĕр калчисене апатлантарнинчен, тăпрари нỹрĕке сыхласа хăварнинчен пуçланаççĕ. Районĕпе илсен, кĕр калчисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ (фермер (хресчен) хуçалăхĕсемпе пĕрле) 3200 гектар шутланать. Калчасене апатлантарма вара 320 тонна минераллă удобренисем кирлĕ. Халлĕхе вĕсем икĕ хуçалăхра çеç ("Колосра" - 300 тонна, "Истокра" - 100 тонна) пур. Ытти хуçалăхсем те ку тĕлĕшпе ĕçлемеççĕ мар: тĕрлĕ организацисемпе, пĕрлешỹсемпе, фирмăсемпе килĕшỹ тунă. Чăнах та, "çĕр çăкăрĕн" хакĕн çуррине малтанах тỹлеме тивет, тепĕр çуррине _ кĕрхи тухăçран. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 6000 гектар яхăн акса хăварма палăртнă, фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче вĕсен лаптăкĕ вăтамран 1500 гектар пулмалла. Çурхи культурăсене акма, пĕр гектар пуçне 200 килограмм виçепе шутласан, 1145 тонна минераллă удобренисем кирлĕ пулаççĕ. Пропашной культурăсемпе пахча çимĕçсен лаптăкĕсем кăçал та пĕлтĕрхи шайран сахал пулмалла мар. Хуçалăхсенче тĕш-тырă вăрлăхĕсем çителĕклĕ, вĕсем ака стандартне тивĕçтереççĕ. Хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланчĕç те ĕнтĕ. Хире чи малтанах "Колос" агрофирма ĕçченĕсем тухрĕç. Халĕ хуçалăхра сахăр кăшманĕ акма çĕр хатĕрлеççĕ, пĕрлех тăпрана минераллă удобренисем те хывса пыраççĕ. Кунта пылак тымар çимĕç лаптăкĕ кăçал 400 гектартан кая пулмалла мар.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться