Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пур çĕрте те тирпей, йĕрке пултăр

 

2006 ÇУЛХИ июнĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ "2006-2010 çулсенче Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне лайăхлатасси" тĕллевлĕ программа йышăннăччĕ. Пур çĕрте те кирлĕ пек пурнăçланать-и-ха вăл? Шел пулин те, çав-çавах çитменлĕхсем тĕл пулаççĕ-ха. Сăмахран, хăшпĕр ял поселенийĕсен территорийĕнче çỹп-çапа, йăла каяшĕсене пуçтарса тирпейлессине кирлĕ пек йĕркелемен. Çынсем çỹп-çаппа тĕрлĕ таса марлăха çав-çавах çырма-çатрана, тепĕр чух ĕçмелли шыв çăл куçĕсен çывăхнех пăрахаççĕ. Мĕншĕн тесен, вĕсене пухмалли, кайран пĕтермелли ятарлă вырăнсем çук. Çакă хăрушлăх та кăларса тăратать: çỹп-çап куписенче шăшисемпе йĕкехỹресем ĕрчеççĕ, килсĕр йытă-кушаксем те, апат шыраса, кунтах явăнаççĕ. Кун хыççăн вара ерекен чирсем сарăлас хăрушлăх та ỹсет, вĕсенчен чи хăрушши _ гемморагилле сив чир тата уртаракан чир. Усă курмалли вăхăчĕ тухнă пестицидсемпе минераллă удобренисене те (енчен те вĕсем хуçалăхсенче юлнах пулсан) ятарласа уйăрнă çĕрте çеç упрамалла е сиенсĕрлетмелле. Анчах ку вырăн юханшыв, кỹлĕ таврашĕнче ан пултăр. Маларах асăннă республикăри тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса, Роспотребнадзорăн Федераллă службин хушăвĕпе килĕшỹллĕн, йăла тата производство каяшĕсене мĕнлерех пухса сиенсĕрлетнине тĕрĕслемелли рейдсем ирттерме палăртнă. Унăн тĕллевĕ _ экологи хурăшсăрлăхне лайăхлатасси, тĕрлĕрен çитменлĕхсене пĕтересси. Çавна май çакăн çинчен аса илтерсе хăварас килет. 2007 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен кашни ял поселенийĕнчех ялсене санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртмелли схемăсене хатĕрлесе çирĕплетмелле. Кунта чи малтанах çỹп-çаппа тĕрлĕрен тасамарлăха пухса сиенсĕрлетесси пулмалла. Çавăн валли вара свалкăсем йĕркелеме ятарлă вырăнсем уйăрмалла. Анчах вĕсем юханшывсемпе çырмасем пуçланакан вырăнсен, çăл куçсен, кỹлĕсемпе пĕвесен çывăхĕнче ан пулччăр. Çавăн пекех, апрель-май уйăхĕсенче ял поселенийĕсен территорийĕсенче, предприятисемпе организацисенче тата вĕсен çывăхĕнчи таврашсенче санитари шайĕ еплерех пулнине тĕрĕслеме рейдсем ирттерме палăртнă. Ку тĕлĕшпе малашне уйрăм çынсенчен те, предпринимательсенчен те çирĕп ыйтма пуçлатпăр. Йĕркене пăхăнманнисем пирки (ун пеккисем пулмĕç тесе шанас килет) тен, прокуратурăра ĕç пуçарма та тивĕ. Юлашкинчен çакна çеç каласшăн. Тирпей-илем _ хамăршăнах, тасалăх _ сывлăх çăлкуçĕ. Çакăн çинчен самантлăха та манас марччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться