Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кăмăла çĕклерĕ юрă-ташă

 

 

ШĂМĂРШĂ районĕ 80 çул çитнине тата Ача çулталăкне халалланă ял поселенийĕсен художество коллективĕсен районти фестивальне вĕçлесе, иртнĕ эрне кун, апрелĕн 13-мĕшĕнче, райцентрти Культура керменĕнче Шăмăршă ял поселенийĕн пултарулăх ушкăнĕсем пуян программăллă концерт кăтартрĕç. Тĕрлĕ жанрлă концерт программине В.Кудряшова ертсе пыракан хор (аккомпаниаторĕ Л.Ермолаева) "Çапла пултăр" тата "Шăмăрш Енĕм" (сăмахĕсене В.Михайлов, кĕввине В.Кузнецов çырнă) юрăсемпе уçрĕ. Темиçе сасăпа юрлакан хор çак юрăсене питĕ хитрен шăрантарчĕ. Кун хыççăн сцена çине райцентрти "Аленушка" тата "Ромашка" ача сачĕн воспитанникĕсем тухрĕç, тулли зала интереслĕ музыкăпа литература композицийĕсемпе паллаштарчĕç. Л.Ермолаева солистка "Оранжевое лето" юрăпа савăнтарчĕ. "Ромашка" ача сачĕн воспитанникĕсем унăн юррине савăк ташă композицийĕпе илемлетрĕç. Е.Любимова "Анне", Н.Порфирьева "Чарăн, каччă" юрăсене хитрен юрларĕç. Ф.Айзатуллова вара хăйĕн купăсне çăмăллăн тăсса ячĕ те тутарсен лирикăллă юррине ăста шăрантарчĕ. Т.Васильева ирçесен юррипе килентерчĕ. А.Хафизовапа С.Кудряшов дуэтпа юрланине те ăшшăн алă çупса йышăнчĕç çалра ларакансем. Шăмăршăри вăтам шкулти учительсем программăна хăйне евĕр илемлĕ тĕс кỹчĕç. Хĕр арăмсен тата ар çынсен вокал ансамблĕсем пысăк ăсталăхпа юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç (аккомпаниаторĕ К.Анисимов). Яланхи пекех, В.Мартыновпа К.Анисимов дуэтпа çав тери килĕшỹллĕ юрларĕç. Хальхинче вĕсем "Главное, что есть ты у меня" юрăпа савăнтарчĕç. Программăна художество сăмахĕпе пуянлатса, И.Федорова "Больницана килсен" шỹтлĕ монолога кăмăла каймалла вуласа пачĕ. З.Головинская хăй çырнă "Асăмра эс ялан, Шăмăрш Ен" сăвăпа паллаштарчĕ. Энтĕрьелĕнчи И.Федорова ертсе пыракан "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-ташшипе сăвă-такмакĕн композицине интереслĕ кăтартрĕ. "Фламинго" ташă ушкăнĕ (руководителĕ В.Кузьмина) вырăс, чăваш, тутар халăх ташшисене питĕ килĕшỹллĕ ташласа, кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕ. А.Кузьмина вара Хĕвел тухăçĕнчи халăхсен ташшипе килентерчĕ. Программăна Л.Владимирова ăста ертсе пычĕ. Концерт вĕçленсен залра ларакансем чылайччен алă çупрĕç, коллектива тата программăн художество ертỹçине В.Кудряшована тулли содержаниллĕ концертшăн тав турĕç. Апрелĕн 27-мĕшĕнче, эрне кун, Шăмăршăри Культура керменĕнче районти фестивалĕн пĕтĕмлетỹ концерчĕ пулать. Унта ял поселенийĕсен чи ăнăçлă художество номерĕсене кăтартаççĕ. Çак кун пурне те пуян программăллă концерта килме, районти сцена ăстисен пултарулăхĕпе паллашма сĕнетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться