Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йывăç лартар, чечек ỹстерер _ тавралăха илемлетер

 

ТАЛĂКĔПЕХ чăшăл-чăшăл çумăр çунă хыççăн тĕксĕм пĕлĕтсем тинех сирĕлчĕç те, шыв кỹлленчĕкĕсем çинче ылтăн хĕвел тĕрĕ тĕрлерĕ. Чăваш халăх писателĕ Ваçлей Алентей калашле: "Чаплă-çке апрель!" Уй-хирте халь-халь хĕрỹ ĕç тапранĕ, акă, пăсланса выртакан тăпра пĕрчĕ йышăнма хатĕр. Вăрманçăсен те канăç çук: кĕске вăхăтра вун-вун гектар çине çамрăк хунавсем лартса хăвармалла. Çурхи сĕткенпе вăй илнĕ хунав аван чĕрĕлессе ăнланаççĕ вăрманçăсем. Тăван тавралăха илемлетес тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçламалла. Район центрĕнче те, ялсенче те унччен лартнă парксемпе аллейăсене çĕнетмелле, хăрнисемпе сиенленнисем вырăнне çĕнĕ йывăçсемпе тĕмсем лартмалла. Кунта "пин тĕп лартмалла, вунă пин тĕп лартмалла" тесе калани вырăнлах мар пек, ман штупа: сахал лартсан та кашни тĕпне упраса хăварассишĕн, пăхса ỹстерессишĕн тăрăшмалла. Мĕн лартнине карта тытса пỹлмелле, çуллахи шăрăхра шăварса тăмалла. Ялсенче пулсан, çакна асăрхатăп: темшĕн, пирĕн асаттесем ĕлĕкрех Америка вĕреннине килĕштеререх панă. Çак армак-чармак, илемсĕр йывăçран район центрĕ хăтăлчĕ пулсан (ăçта кăна ỹсместчĕ-ши Сталин вăхăтĕнче вăйпах ларттарнă асар-писер йывăç), ялсенче çав-çавах курăнаççĕ-ха. Америка вĕреннине кăкласа çăка, пилеш, хурăн е ытти илемлĕ йывăçсем лартса чĕртесчĕ. Ишĕлекен çырма-çатрасен хĕррине, çырма тĕпне йăмра лартсан лайăхрах. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ял поселенийĕсен ертỹçисене выльăх масарĕсем йĕри-тавра йăмра лартма сĕннине пур çĕрте те пурнăçласчĕ. Тăчă ỹснĕ май стена пек пĕрлешĕç, малашне вара хỹме тытмасан та выльăх масарне шанчăклăн хỹтĕлĕç. В.П.Фадеев ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене чечексене юратмалли пирки те тăтăшах калать. Ял çыннисен çурт ỹмĕнчи пахчасенче, вĕрентỹ, кульутра, сывлăх, суту-илỹ учрежденийĕсен пахчисенче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем акса-лартса ỹстерсен пирĕн район ытарма çук илемлĕ пулĕччĕ. Республикăра, çавăн пекех хамăр районта та çак эрнере Йывăç кунĕ ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ те ырă пуçару турĕ. Тавралăха илем кỹме ватти-вĕтти кар тăрса тухасчĕ, ĕç коллективĕсен хăйсене çирĕплетсе панă çĕрте ячĕшĕн мар, лайăх пулттăрччĕ тесе тăрăшасчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться