Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇУРТ ХЫÇÇĂН ÇУРТ...

 

Республикăри ватă ялсенчен пĕринче _ Шăмăршăра _ архитектура тĕлĕшĕнчен хуларинчен кая мар çĕнĕ çурт ỹссе ларчĕ. Çынсем каланă тăрăх, ăна Раççей Президентне кăтартма та намăс мар. Паллах, вăл Чăваш Ене тепре килсе курас пулсан. РАЙОН пуçлăхĕ В.Фадеев çакна палăртать: район центрĕ çеç мар, ытти ялсем те çĕнелсе пыраççĕ. Иртнĕ çул кăна, сăмахран, "Çамрăк çемье" проектпа килĕшỹллĕн, Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Анат Чаткас, Васан ял поселенийĕсенчи тата Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнчи пĕр ялти 17 çемье 6,3 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Эстафета малалла тăсăлать: 2010 çулчченхи тапхăрчченхи "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программа иккĕмĕш хут "сывлама" пуçларĕ. Ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ паллă: ку _ пурăнмалли çурт-йĕр туянма субсиди парасси, уйрăм çурт тунă чух ипотека кредичĕ илнĕ чух малтанхи взнос хывма пулăшасси. Шăмăршăсем ялсене кадрсемпе çирĕплетмелли пур программăсене те хутшăнма тăрăшаççĕ. Сăмахран, вунă çемье "Ялсен социаллă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн çурт-йĕр çавăрма тата туянма 960 пин тенкĕ илнĕ. Вĕрентỹ, медицина, ял хуçалăх сферинче ĕçлекен вун пĕр çамрăк çемьене вара тавăрса памалла мар 1,25 миллион тенкĕлĕх субсидисем панă. Çавăн пекех, тата сакăр çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Вун пĕр çемьене ял поселенийĕсен тата харпăр-хăй бюджет шучĕпе пурăнмалли социаллă çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Федераллă законсемпе килĕшỹллĕн, çичĕ ветеранпа инвалид та манăçа юлман. "Раççей гражданĕсене _ йỹнĕ те хăтлă çурт-йĕр" Наци проекчĕ районăн çурт-йĕр фондне самаях пуянлатма пулăшнă. Çулталăк хушшинче кăна 14,6 пин квадратла метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться