Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çурхи кун _ çулталăкшăн

 

КУ чăнлăх ĕлĕкех çуралнă: "Çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать". Пур ĕçе те вăхăтра та пĕлсе, ырана хăвармасăр пурнăçламаллине пĕлтерет çакă. Ир вăраннă çерçи тутă пулать тенине асра тытса, çурхи ака-суха ĕçĕсене малтанах тĕплĕн хатĕрленме тытăнтăмăр. Ахальтен мар ĕнтĕ çураки ыйтăвĕсемпе çуллен иртекен районти семинар-канашлу кăçал шăпах пирĕн патăмăрта пулса иртрĕ. Хуçалăх пысăках мар пулин те, кăçал сахал мар ĕç пурнăçлама тивет. Пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене пурĕ 440 гектар акса хăварас тетпĕр. Вăл шутран 200 гектарĕ тулă пулĕ, 160 гектарĕ - урпа, 80 гектарĕ _ сĕлĕ. Кунсăр пуçне пирĕн кĕр тыррисем 250 гектар шутланаççĕ. Пĕлтĕр акса хăварнă 125-шер гектар тулăпа ыраш калчисем лайăх хĕл каçрĕç, çанталăк условийĕсем чипер тăрсан, начар мар тухăç илме ĕмĕтленетпĕр. Нумай çул ỹсекен курăксен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ _ 263 гектар. Пĕр çул ỹсекеннисене вара 30 гектар акса хăварма палăртнă. Çĕр улми те манăçа юлмĕ, ун валли 20 гектар лаптăк çĕр уйăрнă. Выльăх кăшманне кăçал 10 гектар акса çитĕнтересшĕн. Пĕр сăмахпа, фермер хуçалăхĕнчи акăнакан çĕрсен 1013 гектарĕнчен пĕр гектар та пушă юлмĕ. Тракторсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем 100 проценчĕпех хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем ĕççине йĕркеллĕ ирттерсе яма çитмелле, минераллă удобренисемсĕр пысăк тухăç илме май çуккине те лайăх ăнланатпăр, çакна тĕпе хума тăрăшатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться