Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĂРМАНА КĔНĔ ЧУХ...

 

ШĂМĂРШĂ районĕн пĕтĕм лаптăкĕ 199,1 тăваткал километр шутланать пулсан, 51,3 пин гектарне вăрмансем йышăнаççĕ. Çав шутра çурри _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн территорийĕ. Çак пуянлăха сыхласа упрасси, ỹстерсех пырасси _ вăрманçăсен таса тивĕçĕ. Хăйсене шанса панă ĕçе тăрăшсах пурнăçлаççĕ-ха вĕсем: каснă вăрмансем вырăнне çĕннине лартаççĕ, çамрăк хунавсене пăхса ỹстереççĕ тата ытти те. Вăрманăн чи хăрушă инкекĕ _ пушар тухни. "Пĕр йывăçран пин шăрпăк пĕрчи тума пулать, пĕр шăрпăк пĕрчи пин гектар вăрмана çунтарма пултарать", - теççĕ ешĕл пуянлăх хуçисем. Тĕрĕс калаççĕ. Сỹнтермен шăрпăкпа пирус тĕпĕ, йăсăрланса выртакан кăвайт хăрушă инкек сăлтавĕ пулнине вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Акă, часах çут çанталăк чĕрĕлсе илемленĕ, çынсем ушкăнпа е пĕччен-иккĕн вăрмана çул тытĕç. Çут çанталăк ырлăхĕ кашнин валлиех çитет: савăн, сывлăхна тĕреклет, кайăксен илемлĕ юррисене итлесе чун-чĕрỹне килентер. Вăрмана канма кайсан кăвайт чĕртсе шашлăк е шỹрпе пĕçерекенсем те сахал мар. Анчах пурте пĕлетпĕр-и-ха хамăр хыççăн вут-кăвара шывпа сỹнтерсе, тăпрапа хупласа хăвармаллине? Аслисем çакна ăнланаççĕ пулсан, çамрăксене, ачасене каласа ăнлантармалла, хытах асăрхаттармалла. Кăвайта шыв хĕрринче, ятарласа уйăрнă вырăнсенче çеç чĕртме юранине те пурте пĕлме тивĕç. Пирус-сигарета та ятне туса лартнă вырăнта кăна туртма юрать. Тепĕр çивĕч ыйту _ вăрмана тĕрлĕрен ăпăр-тапăрпа варалани. Нивушлĕ хамăр ĕçсе çинĕ хыççăн юлнă пластик е кĕленче савăт-сапана, консерва банкисене хутаçа чиксе çỹп-çап тăкакан вырăна кайса пăрахма çав териех йывăр-ши? Атьăр-ха Шăмăршă урамĕсенче çеç мар, Шăмăршă вăрманĕнче те тирпейлĕ те илемлĕ пултăрччĕ тесе кĕрешỹ пуçарар. Вăрмана кĕнĕ чух çут çанталăка сиен кỹрес тесе мар, усă тăвасчĕ тесе шухăшлар.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться