Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂМĂРШĂРА "РОССЕЛЬХОЗБАНКĂН" ХУШМА ОФИСĔ УÇĂЛЧĔ

 

АПРЕЛĔН 11-мĕшĕ район историйĕнче хăйне евĕр паллă событи пулса юлать. Çак кун Шăмăршăра, Культура керменĕпе юнашар вырнаçнă федераллă казначейство çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче "Россельхозбанк" ОАОн Чăваш регион филиалĕн хушма офисĕ уçăлчĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă пухăва кĕске сăмах каласа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев уçрĕ. Район çыннисен килти хушма хуçалăхĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсене, хресченпе фермер хуçалăхĕсене Наци программисемпе килĕшỹллĕн малалла аталантарма çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшассинче тата ытти ĕçсенче çак офисăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулассине палăртрĕ Валерий Петрович. Ун хыççăн "Россельхозбанкăн" Чăваш регион филиалĕн директорĕ И.Н.Письменская, Чăваш Республикин Наци банкĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ И.В.Ушакова, "Бездна" хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.И.Сатеев, "Мир" ЗАОн генеральнăй директорĕ А.С.Санатуллин, "Миха" хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.М.Егорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Яблоневка" ЗАОн генеральнăй директорĕ А.В.Максимов тухса калаçрĕç, "Россельхозбанкăн" Шăмăршăри хушма офисĕн управляющине В.А.Федотова тата коллектива ĕçре ăнăçу сунчĕç, парнесемпе чысларĕç. В.П.Фадеев, И.Н.Письменская тата И.В.Ушакова хăйăва кассан район çыннисем тата Шупашкартан, кỹршĕллĕ районсенчен килнĕ хăнасем офиса кĕрсе коллективпа паллашрĕç, компьютер техникипе, çĕнĕ сĕтел-пуканпа пуянлатнă çутă та илемлĕ ĕç пỹлĕмĕсене пăхса çаврăнчĕç, кунта ĕçлеме ĕç условийĕсем лайăх пулнине палăртрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться