Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МУХТАВЛĂ КĂЙКĂР ЯЧĔПЕ

 

"Чăваш Ен" социаллă фондпа Чăваш наци музейĕн администрацийĕ мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаев космонавт çуралса ỹснĕ яла пырса кĕрекен çулăн икĕ хĕррипе Асăну аллеи лартса хăварас тĕлĕшпе ырă пуçару тунă, ăна "Единая Россия" парти те ырласа йышăннă. Çак уйăхра кунта пин çурă тĕп ытла чăрăшпа туя йывăçĕсен тĕмĕсене лартма палăртнă. Наци музейĕн директорĕ Э.Бахмисов каланă тăрăх, аллейăна чăваш тĕррисемпе капăрлатнă хỹмепе тытаççĕ. Темиçе çултан ку вырăна тỹрех палласа та илеймĕн. Проект авторĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çул хĕррипе тирпейлĕ тротуарсем пулмалла, вĕсене каçхи вăхăтра электричество çутатса тăрĕ. Çакă пĕтĕмпех турист маршручĕн требованийĕсене тивĕçтерĕ. "Чăваш Ен" фондăн попечительсен канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ М.Михайловский предприятисемпе организацисене, парти членĕсемпе ăна майлă çынсене çак пархатарлă та сăваплă ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе калать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться