Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫТАРАЙМĂН КĂМĂЛНЕ, ЫРĂ ÇЫН ВĂЛ _ ХРЕСНАННЕ

 

УН çулĕнчи ытти çынсем пекех, çамрăк Нина тăван ялĕн хирĕсенче малтанхи ĕç кунĕсем тума пуçланă. Саманине кура шăпа ăна Ульяновск облаçĕнчи "Карлинский" совхоза илсе çитерет. Теплицăра нумай çул хушши хăяр-помидор çитĕнтерет Нина Полякова. Ĕçченлĕхне пула Хисеп хăми çинчен каймасть ун сăн ỹкерчĕкĕ, нумай Грамотăсем илме тивĕç пулать. Çулсем иртсе пынă май, ватăла пуçланă амăшĕ яла йыхравлать Нинăна. Шăмăршă тăрăхне таврăнсан ача çуратакан уйрăмра санитаркăра, музыка шкулĕнче техничкăра вăй хурать хреснанне. Çакăнтанах пенсие тухать вăл. Амăшĕпе хĕрĕ яланах выльăх-чĕрлĕх усранă, çывăх тăванĕсене те сахал мар пулăшнă. Юрра-ташша та ăста Нина аппа. Çĕнĕ Шăмăршăри фольклор ансамблĕпе тĕрлĕ ялсенче концерт кăтартнă. Паян кун та ĕлĕкхи юрăсене нумай илтме пулать ун патĕнче. Хаваспах юрласа парать Нина аппа сĕтел çине тĕрлĕ апат-çимĕç лартнă май. Апрелĕн 15-мĕшĕнче Нина Федоровна Полякова 75 çул тултарать. Эпир, унăн йышлă тăванĕсем, çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламласа юман пек çирĕп сывлăх, сурпан пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Нумай пурăн, тата та нумай çул пире савăнтар, хреснанне!



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться