ÇУР АКИ ЫЙТĂВĔСЕМПЕ _ СЕМИНАР-КАНАШЛУ
Иртнĕ кĕçнерни кун Пăчăрлă Пашьелĕнчи "Бездна" фермер (хресчен) хуçалăхĕнче çур аки ыйтăвĕсемпе районти семинар-канашлу пулса иртнĕ. Унта ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертỹçисем, инженерсемпе агрономсем, механизаторсемпе фермерсем хутшăннă. Семинар-канашлăва пухăннисем чи малтанах "Бездна" фермер (хресчен) хуçалăхĕн техника паркĕпе паллашнă, выльăх-чĕрлĕх фермине çитсе курнă. Унтан ялти Культура çуртĕнче теорилле пай пулса иртнĕ. Унта "Бездна" фермер (хресчен) хуçалăхĕн ертỹçи А.Сатеев тухса калаçнă, çурхи ака-суха ĕçĕсене мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнипе паллаштарнă. Тĕпрен илсен, хуçалăх ĕççине пĕтĕмпех хатĕр. Техника _ тракторсем, кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисем йăлтах юсавлă, вăрлăхсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе чăрмавсем пулмĕç. Механизаторсем те, ытти ĕç вăй те çителĕклĕ пулмалла. Кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсен уйăхлăхĕ пирки ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ И.Якушов каласа панă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килесси, ял хуçалăх техникине ĕççине мĕнле хатĕрленесси мĕнле пынине Н.Ухваркин тĕп инженер паллаштарнă. Семинар-каналăва хутшăннисем çур акипе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă.