Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял çыннине мĕн шухăшлаттарать?

 

 Р.П.СЕВРЮГИН, Патирекри "Гео" фермер хуçалăхĕн ертỹçи: _ МАН ШУТПА, Стратеги вăл _ ял çыннине малалла кайса пыма тĕрĕс çул кăтартакан программа. Стратеги ял хуçалăх производствин тупăшлăхне ỹстермелли условисене, агропромышленноç комплексĕн организацийĕсенче производство хăватне çĕнетме, ял хуçалăх производствин прогрессивлă технологийĕсене ĕçе кĕртме палăрать. "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçа кĕртни ял хуçалăхне çĕклеме нумай пулăшĕччĕ. Патшалăх паракан çăмăллăхлă кредита илме хăрамалла мар, выльăх-чĕрлĕх йышлă усрасан кивçене тавăрма пулатех. Акă, эпир килти хуçалăхра вун икĕ пуç сысна ами усратпăр, пурте _ шултăра шурă ăратлисем. Çулталăкра 250-300 пуç сысна çури сутатпăр. Çура сутса тунă укçапа выльăх çими туянатпăр, пĕлтĕр кашни сысна ами вăтамран 5600 тенкĕ таса тупăш кỹчĕ. Килти хуçалăхра икĕ ĕне, вунă пуçа яхăн сурăх тытатпăр. Пахчара пыл хурчĕсем ĕрчететпĕр. Сыснасене эпир типĕ апатпа кăна тăрантаратпăр, кунне виçĕ хутчен шыв ĕçтеретпĕр. Çерем касни, торф пани те сыснасемшĕн усăллă. Стратегипе паллашнă май, пуçра хăш-пĕр ыйтусем те çуралчĕç. Акă, ялта мĕншĕн-ха потребитель кооперативĕ йĕркеленсе каяймасть? Пултаруллă çынсем çук мар вĕт-ха. Вĕсене шыраса тупса тĕплĕн калаçмалла, кооператив йĕркелени хăйшĕн те, халăхшăн та усăллă пулнине ăнлантармалла. Ман шутпа, çак ĕçе районтан килнĕ экономистсен тумалла, вырăнтисем çине çеç шаннипе кирлĕ ĕç нумай мала каяймĕ.

 

И.М.АБСАЛЯМОВ, "Карлинская" Агрофирма" ЗАО ертỹçи: _ ЧĂНАХ та, документ пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Ял çыннин ĕçне тивĕçлĕ хак пани кирлех паян. Ним пытармалли те çук, хамăра тăрантаракан çĕрпе кирлĕ пек ĕçлеместпĕр. Хамăр пысăк тухăç илессишĕн, анчах çĕре кирлĕ чухлĕ апатлантараймастпăр. Минераллă удобренин тата гербицидсен хакĕсем хăпарса пыраççĕ, ял хуçалăх продукчĕсен хакĕ вара чакать. Фермăсенчи тислĕке уй-хире вăхăтра кăларма та йывăр. Пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Кивçен укçа илсе çур аки ирттеретпĕр, анчах кĕркунне туса илнĕ продукци калăпăшĕ, укçа çине куçарсан, ăна саплаштарма çитмест. Енчен те патшалăх хресчен туса илекен ял хуçалăх продукцийĕн хакĕпе çунтармалли-сĕрмелли материалсен, минераллă удобренисемпе техника хакĕсен шайлашăвне кирлĕ пек йĕркелесен, ĕç тухăçлăхĕ ỹсĕ. Стратеги çак ыйтăва татса парасса шанатпăр.

 

В.Н.СИМУРЗИН, Çĕнĕ Чукалти фермер: _ ЯЛТА потребитель кооперативĕ йĕркелессине эпĕ те ырлатăп. Анчах чи çивĕч ыйтусенчен пĕри _ кооператив техника, хăйне кирлĕ оборудовани туянма пултарайманни. Вĕсен банкран кредит илмешкĕн саклата хывмалли пурлăх ресурсĕсем çук. Саклат фончĕ пулсан, ĕç чылай çăмăлланĕччĕ.

 

 А.В.ЧУРБАНОВ, Кивĕ Чукал ялĕнчи ĕç ветеранĕ: _ СТРАТЕГИ проекчĕпе "Советская Чувашия" хаçатра паллашрăм та, пуçра çакăн пек шухăшсем çуралчĕç. Пĕрремĕшĕ _ ял çамрăкĕсем валли ĕç тупса парасси. Ялта ĕç çуккипе, чылайăшĕ Мускав, Самар облаçĕсене е ытти çĕре тухса каяççĕ. Ачисем ашшĕсене çулталăкра иккĕ-виççĕ çеç кураççĕ пулсан, тивĕçлĕ воспитани парасси çинчен калама йывăр. Часах пахча сухалама, хамăра çирĕплетсе панă çĕр çине акма-лартма вăхăт çитет. Тытăнать вара нуша: ял тăрăх лаша, трактор шыраса çỹретпĕр. Нивушлĕ çак ĕçе "Агродор" ООО йĕркелесе яраймасть-ши? Хуçалăх кассине укçа кĕрĕччĕ, халăхшăн та çăмăллăх пулĕччĕ. Ялта пушă ларакан витесем пур, мĕншĕн вĕсенче сысна е ĕне выльăх ĕрчетмелле мар-ха? "Агродор" ООО ертỹçисене çĕрпе тухăçлă усă курма та сĕнес килет. Çĕре пушă вырттарни _ пысăк çылăх, ваттисем çакăншăн хытă пăшăрханаççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться