Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Иккĕмĕшсем _ республикăри творчество конкурсĕн çĕнтерỹçисем

 

Пичет тата массăллă çыхăнусем енĕпе ĕçлекен Федераллă агенство заказ панипе тата укçа-тенкĕпе пулăшнипе "Пушкин библиотеки" фонд _ вăл коммерцилле организаци шутланмасть _ 2007 çулхи пĕрремĕш кварталта "Ача-пăча жюрийĕ" конкурс йĕркелерĕ. Конкурса 15 çĕнĕ кĕнекерен тăракан комплект тăратнăччĕ. Ачасем хăйсем килĕштерекен чи интереслĕ кĕнекене суйласа илсе вуласа тухрĕç, юлташĕсемпе пĕрле сỹтсе явса рецензи çырчĕç. Çак конкурса хутшăнса, Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем районти тĕп библиотекăри ача-пăча уйрăмĕнчи асăннă конкурса кĕртнĕ çĕнĕ кĕнекесене питĕ интересленсе вуласа тухрĕç. Нумаях пулмасть конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен 2 "А" класра вĕренекенсем çĕнтерỹçĕсен шутне кĕни палăрчĕ. Çак класс ачисем Жаклин Уилсон писатель çырнă "Дневник Трейси Бикер" кĕнекене кăсăкланса вуласа тишкерчĕç, пĕрле пухăнса сỹтсе яврĕç, "Эпĕ çитĕннĕ çын пулсан..." çыру-сочинени çырчĕç. Паллах, вĕсем хăйсен хайлавĕсенче асăннă кĕнекери тĕп героиня Трейси Бикер евĕр ĕмĕтленме те пултарчĕç. Республика конкурсĕн кăтартăвĕсем тăрăх, чи лайăх хаклав-рецензи çырнă май, 2 "А" класа кĕнекесемпе тата республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотекин Дипломĕпе наградăланă. Районти тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмне Грамота парса чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться