Чун ватлăха парăнмасть
Х.АЗИЗОВ _ ялти ятлă, сумлă çынсенчен пĕри. Шăпах 80 çул каярах çут тĕнчене килнĕ вăл, çемьере чи асли пулнă. Ашшĕ Аслă Отечествелла вăрçă хирне тухса кайсан Хасып килте амăшĕпе, виçĕ шăллĕпе икĕ йăмăкĕпе тăрса юлнă. Ачасенчен асли пулнă май, килти йывăрлăхсем ытларах ун çине тиеннĕ. Вăл вун тăваттăрах колхозра ĕçлеме тытăннă, ăна лашасем пăхма шаннă. 1944 çулхи ноябрь уйăхĕчченех конюх пулнă йĕкĕт. Кĕçех унăн та салтак шинелĕ тăхăнма вăхăт çитнĕ. Х.Азизов çарта фронт валли тĕрлĕ грузсем турттарнă çĕре хутшăннă. Хасып çарта çичĕ çул, 1951 çулчченех пулнă. Салтакран таврăнсан ăна "Кзыл юл" колхоз правленийĕ Канашри механизаторсем хатĕрлекен училищене янă. Çакăн хыççăн вăл тăхăр çул колхозра гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ, хуçалăхри чи ăста механизаторсенчен пĕри пулса тăнă. Пур ĕçе те вăхăтра, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă вăл, хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă. 1961 çулта, колхозсем пĕрлешсе пысăклансан, хуçалăхра электрик çитменни хытах сисĕннĕ. Кама вĕренме ямалла-ха? Правлени Х.Азизов кандидатури çинче чарăнса тăнă. Çапла майпа вара Хасып Шупашкартан электрик специальноçне илсе таврăннă. Çакăн хыççăн вăл дизель моторĕпе ĕçлекен станци машинисчĕ пулса вăй хума тытăннă, яла электричествопа тивĕçтернĕ. 1968 çулта Палтиелĕнче яла электрификацилес ĕç вĕçленнĕ. Х.Азизов малалла та хăйĕн специальноçĕнчен уйрăлман. 1987 çулта тивĕçлĕ канăва кайсан та тата темиçе çул хушши тăрăшнă. Хастар ĕçшĕн Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене те пĕрре çеç мар тивĕçнĕ Хасып Фаткулислямович, ăна "Ĕç ветеранĕ" медаль парса та чысланă. Сакăр теçеткене çитрĕ пулин те çирĕп сывлăхлă-ха Х.Азизов, кил хушшинче ĕçсене пурнăçлассинчен те ютшăнмасть. Ильдус ывăлĕн çемьипе пурăнать халĕ хисеплĕ ветеран. Шел, мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Хасып Фаткулислямович мăшăрĕпе ултă ача пăхса ỹстернĕ. Халĕ унăн вун пилĕк мăнук, вĕсен ачисем _ пиллĕк. Вĕсем уншăн чăн-чăн пысăк пуянлăх, ватлăхри чун йăпатмăшĕ. Çак кунсенче йышлă тăванĕсем, пĕтĕм ял-йыш Х.Азизова чаплă юбилейпа саламларĕ. _ Çакнашкал хисеп тунă хыççăн тата нумайрах пурăнас килет, - тет ĕç ветеранĕ, ялти сумлă ватă. Эппин, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, хисеплĕ Хасып Фаткулислямович!