Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Чи лайăх çамрăк дружинник" конкурс

 

РАЙОН администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕ кăçалхи апрелĕн 13-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче "Чи лайăх çамрăк дружинник" конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Конкурсăн тĕллевĕ _ çамрăксене районти право йĕркине çирĕплетес ĕçе анлăн явăçтарасси, ирĕклĕ халăх дружинисен право пĕлĕвĕсен тата вăй-хал хатĕрленĕвĕн пахалăхне лайăхлатасси. Ăмăртăва хутшăнакансем "Дружинник тата право" конкурсра, спорт программинче тупăшĕç. Çакăн пек спорт ăмăртăвĕсем иртĕç: армспорт, кире пуканĕ йăтасси, баскетбол мечĕкне корзинăна лектересси, дартс. Волейбол вăййи те ирттерме палăртнă. Ял поселенийĕсен конкурса 30 çула çитмен виçĕ дружинник (пĕр хĕрпе икĕ каччă), предприятисемпе организацисен 35 çула çитмен икĕ дружинник (пĕр хĕрпе пĕр каччă) тăратмалла. Конкурс итогĕсем çамрăксемпе ĕçлекен чи лайăх ял поселенине, учреждение, организацие палăртас тĕлĕшпе ирттерекен районти конкурс зачетне кĕреççĕ. "Чи лайăх çамрăк дружинник" конкурс Шăмăршăри Культура керменĕнче ирпе 10 сехетре пуçланать. Пурне те çамрăклăхпа спорт уявне чĕнетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться