Чĕрĕ космонавтсемпе юнашар
1976 ÇУЛХИ çуркунне салтак атти тăхăннă Чукалти И.Ильичев. Вăл вăхăтра ăçта службăра пулни пирки питех пĕлтерме юраман, халĕ вара "тимĕр чаршав" уçăлчĕ ĕнтĕ. _ 1978 çулччен Байконурта хĕсметре тăтăм, - аса илет паян Иван Ильич. _ Службăри икĕ çул космоспа тỹрреммĕнех çыхăннă тени _ пĕрре те ỹстерсе калани, мухтанни мар. Шутласан, ку чăнах та çапла. Кунта службăра тăма вара чи маттур çамрăксене, специалистсене çеç суйласа илнĕ. Пирĕн ентешпе чăвашсем те йышлă пулнă иккен, вĕсен хушшинче _ шăмăршăсем те. Сăмахран, Асанкассинчи Виктор Ишмуллин, Патирекри Тауфик Шарипов, Пуянкассинчи Николай Андреев та чăннипех маттур салтаксем пулнă. _ Чăвашсене командирсем те юрататчĕç, хисеплетчĕç, - тет И.Ильичев. _ Пушкăрт, Çĕпĕр каччисемпе те туслă, килĕштерсе пурăнаттăмăр _ нимĕн те уйăрман, пайламан. Байконурта космодром вырнаçнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çавна май Чукал каччи служба вăхăтĕнче космонавтсене те сахал мар курнă, вĕсемпе пĕрре çеç мар юнашар ларса калаçнă-мĕн. Космоса вĕçсе каяс умĕн тĕнче уçлăхне парăнтаракансем шăпах çакăнта юлашки тĕрĕслевсем витĕр тухнă. И.Ильичев сержант вара, çыхăну механикĕ пулнă май, вĕсене çыхăнупа тивĕçтерсе тăнă. Тренировкăсенчен пушă вăхăтра космонавтсемпе чăваш салтакĕн калаçса ларма та вăхăт тупăнкаланă. Космос карапĕсем уçлăха вĕçсе хăпарнине Иван Ильич пĕрре çеç мар хăй куçĕпе курнă. _ Маншăн чи хакли _ космонавтсем çар билечĕ çине автографсем çырса пани, - тет Байконур салтакĕ. _ Вĕсем маншăн _ чи хаклă реликви. Малтанласа çакна ĕненес те килмерĕ. Анчах та вăл суймасть, мухтанмасть иккен: унăн çар билечĕ çине космонавтсем чăнах та алă пуснă: 1976 çулхи августăн 30-мĕшĕнче _ Н.Н.Рукавишников, 1977 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче _ В.В.Лебедев, декабрĕн 1-мĕшĕнче _ В.В.Аксенов, 1978 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче _ Г.Т.Береговой. Çавăн пекех ăна тĕнчери иккĕмĕш космонавтпа _ Г.С.Титовпа курса калаçма та телей пỹрнĕ. _ Хăйсене пĕрре те мăнна хумастчĕç космонавтсем, - аса илет И.Ильичев. _ Кăмăллă та сăпайлă çынсемччĕ, шỹтлеме те юрататчĕç. Ку çеç те мар, хирĕç пулсан, ахаль салтаксене те сывлăх сунмасăр иртсе каймастчĕç. Тен, виççĕмĕш космонавт А.Г.Николаев чăваш пулнăран-ши, тĕнче уçлăхĕн паттăрĕсем чăваш салтакĕсене хисеплерех паратчĕç. Çакă çеç шел: пире космонавтсемпе пĕрле асăнмалăх сăн ỹкерттерме юрамастчĕ...