Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ветерана _ çĕнĕ хваттер

 

ÇУЛТАН-ÇУЛАХ сахалланса пыраççĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем. Хальхи вăхăтра районта 42 фронтовик пурăнать. Вĕсенчен пĕри _ Петр Иванович Гультяев. Тутарстанри Турхан Упи ялĕнче 1910 çулта çуралнă-скер, Петр Иванович тивĕçлĕ канăва кайичченех Ирçе Тĕкки ялĕнчи шкулта ачасене вĕрентнĕ. Тăван çĕршыв умне пысăк хăрушлăх тухса тăрсан, П.Гультяев вăрçă вутне кĕнĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн ăна çĕршыв орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Вăрçă паттăрĕсене _ чыс та хисеп. "Ветерансем çинчен" Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, иртнĕ юн кун П.И.Гультяева Шăмăршăри Космовский урамĕнчи пĕлтĕр хута кайнă 24-мĕш çуртра тỹлевсĕрех хваттер пачĕç. Хваттер уççине ветерана панă май, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов, ветерансен районти Совечĕн председателĕ Ю.М.Фролов Петр Ивановича çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх сунчĕç. _ Тăхăрвун çиччĕре пыратăп пулин те, ура утать-ха, ăс-тăн та çивĕч, - терĕ П.И.Гультяев. _ Çакăнта мана чыслама пухăннисене пурне те ман пек нумай пурăнма сывлăх сунатăп. Çут çанталăка тата çынсене юратсан, ăшă кăмăлпа пурăнсан 100 çул урлă каçатăрах! Петр Иванович ирçелле, чăвашла, вырăсла, тутарла тап-таса калаçать, юрлама та ăста. Аллине купăс тытать те, ир-çесен "Умарина", чăвашсен "Кай-кай Ивана", вырăссен "Барыня", тутарсен "Сантугач" кĕввисене ытарма çук илемлĕ шăрантарать. Епле калăн-ха ăна тăхăрвун çиччĕре тесе! _ Икĕ ретлĕ купăс туянас ĕмĕтпе пурăнатăп, - тет П.И.Гультяев. _ Кăçал пулмасан, килес çул илетĕпех!



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 апреля 2007
00:00
Поделиться