Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Педагогсем канашларĕç

 

ÇАК кунсенче районти шкулсен директорĕсен воспитани тата вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕсем, социаллă педагогсем, психологсем, классен руководителĕсем Шăмăршăри вăтам шкула пухăнчĕç. Кунта вĕсем çавра сĕтел хушшине ларса "Хальхи социокультурăллă условисенче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессинчи тата аталанури проблемăсем" темăна сỹтсе яврĕç. Анат Чаткасри, Кивĕ Чукалти, Шăмăршăри вăтам шкулсенчи, Виçпỹрт Шăмăршăри тĕп шкулти педагогсем çивĕч ыйтусене сỹтсе явассинче пысăк активлăх кăтартрĕç. Анат Чаткас шкулĕнчи класс руководителĕ Ш.Ш.Исмагилов шутланă тăрăх, кашни учителĕн активлă пурнăç позицийĕ пулмалла, хăйĕн шухăшне хỹтĕлеме пĕлмелле, вĕрентỹпе воспитани ĕçне пурнăçланă вăхăтра çакнах ачасене те вĕрентмелле. "Толерантлă ăнланулăха мĕнле йĕркелемелле?" ыйту çавра сĕтел хушшинче чи çивĕччи те интересли пулчĕ. Шăмăршă шкулĕнчи Л.Н.Николаева психолог палăртнă тăрăх, ачана ăшă чун-чĕреллĕ пулма, Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, унра тивĕçлĕхпе чыслăх, çынлăх туйăмĕсене аталантарасси вĕрентỹ ĕçĕпе танах пымалла. Çавра сĕтел хушшинчи калаçăва шкулсенчи классен руководителĕсем _ Р.А.Лукьянова (Карапай Шăмăршă), Н.М.Савельева (Кивĕ Чукал), А.В.Камалетдинова (Патирек), З.Н. Латыпова (Шăмăршă), И.И.Ендиерова (Васан) питĕ активлă хутшăнчĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, ырă канашсемпе паха сĕнỹсем пачĕç. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти пуçламăш классен учителĕ, "Чи лайăх класнăй" район конкурсĕн призерĕ Н.В.Можаева хăйĕн педагогика ĕç-хĕлĕн презентацине ирттерчĕ. Семинар ĕçне вĕçлесе, педагогсем çакнашкал пĕтĕмлетỹ турĕç: хальхи педагогикăри тата психологири çĕнĕлĕхсемпе çитĕнỹсене кунран-кун ĕç практикине кĕртсе пымалла, ачана хăй тĕллĕн аталанма, пĕлỹ никĕсне çирĕплетме пулăшакан аталануллă вĕрентỹ (развивающее обучение) технологийĕсемпе туллин усă курмалла. Иртнĕ ĕмĕрте шкулсенче ачасем малтан палăртнă заданисене кăна пурнăçланă. Хальхи вăхăтра вара, çирĕп пĕлỹпе лайăх воспитани панипе пĕрлех, ачана хăй тĕллĕн аталанма пулăшасси, унăн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн тĕпчесе, çутçанталăк панă ырă пулăма вăйлатса-аслăлатса пырассине йĕркелесси, ăна пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма тата пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тухма хатĕрлесси те педагогăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 апреля 2007
00:00
Поделиться