Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ПĔЧĔК" ФЕРМЕРĂН ТА ĔМĔЧĔ ПЫСĂК

 

 ЫТТИСЕМПЕ танлаштарсан, Палтиелĕнчи Анатолий Викторовăн фермер хуçалăхĕ пĕчĕк шутланать: акăнакан çĕр 5 гектар çеç. _ Эпĕ сахал лаптăк çинчех пысăк тухăç илме ĕмĕтленетĕп, - тет Анатолий Герасимович. _ Çур акинче 3 гектар урпа, 2 гектар пĕр çул ỹсекен курăксем акатăп. Вăрлăх хатĕр. "Клен" фермер хуçалăхĕ пĕлтĕрхи кĕркунне çеç йĕркеленнĕ-ха, унăн малашлăхĕ пысăк. А.Г.Викторов çак кунсенче кăна-ха Т-40 АМ трактор туяннă. Кăкарса ĕçлемелли оборудовани маларах илнĕ пулнă, юсаса хатĕрленĕ. _ Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсен, ялта пурăнма пулать, - çапла шутлать фермер. _ Хальлĕхе пĕр ĕне, виçĕ пăру, сысна, хур-кăвакалпа чăхсем усратăп. Сысна ами çывăх кунсенчех çăвăрламалла. Хамăртан ытлашши выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене сутатпăр. Анатолий Герасимович _ "ылтăн" алăллă çын. Вăл лаша ураписем валли йывăç кустăрмасем ăсталать. Туянакансем пур, коллективлă хуçалăхсене те сутать. Хăшĕсем: "ялта ĕç çук, укçасăр ларатпăр", - тенине фермер татăклăн хирĕçлет. _ Ялта вĕçĕ-хĕррисĕр ĕç, - тет Анатолий Герасимович. _ Ан ỹркен кăна, кахал чирĕ ермесен ялта пуян пурăнма условисем çителĕклех!



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 апреля 2007
00:00
Поделиться