Кăмăлĕ _ ылтăн пек, сасси _ шăпчăк пек...
КАМ пĕлмест пулĕ В.А.Молодцыгинăна (Степановăна)! Вăл _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, куракана халиччен 60 яхăн спектакльти рольсене парнеленĕ. Валентина Александровна _ чăваш ăс-хакăл культурине аталантараканĕ. Республика тулашĕнче чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе пысăк тỹпе хывать, - çакна артистка ĕçлекен Çамрăксен театрĕн гастролĕсем çирĕплетеççĕ. Куракансем Молодцыгинăна юрăçă пек те пĕлеççĕ, унăн кăмăл аслăлăхĕнчен, ансатлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл вылякан спектакльсене кăмăлласа çỹреççĕ. Анат Чаткасра çуралса ỹснĕ, Палтиелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă ентешĕмĕр мартăн 29-мĕшĕнче 55 çулхи юбилее паллă турĕ. Бенефиса Шăмăршă тăрăхĕнчен те, шĕкĕр хуламăртан та хăнасем йышлăн пухăнчĕç. ...Трактор тăвакансен Культура керменĕ. Лăк тулли зал. Чун-чĕре хĕлĕхне хускатса илемлĕ чăваш кĕвви янăрать. Яштака та кĕрнеклĕ, ăш-пиллĕ те илемлĕ сăн-питлĕ, чăваш тумлĕ юбиляр сцена çине тухать. Шыв юххи пек янравлă сассипе юрă пуçласа ярать. Акă, юрласах, ĕçтешĕсем курăнса каяççĕ. Ун хыççăн Валентина Александровна тĕрлĕ спектакльти эпизодсене выляса кăтартрĕ, ăна пĕрле ĕçлекенсем пулăшрĕç. Телейлĕ хĕре те, канăçсăр чĕреллĕ амăшне те, лара-тăра пĕлмен кỹрше те калăпларĕ артистка. Хăйĕн тыткаларăшĕпе, пит-куç вылявĕпе, чĕлхе сăнарлăхĕпе кашнинех тыткăнларĕ. Юбиляра саламлама сумлă та хаклă хăнасем килнĕ. Культура министерствин представителĕ В.Бондарев вуласа панă саламлă çырăва пурте хавхаланса итлерĕç. Молодцыгина ĕçтешĕсен саламĕпе кăмăллă юлчĕç. К.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн артисчĕсем _ ентешсем (Г.Большаков, А.Зайцева, И.Верьялова) юрласа саламлани нумайлăха асра юлĕ. Вырăс драма театрĕн директорĕ В.Лукьянов (Карапай Шăмăршă) ентешĕмĕрĕн таланчĕ çỹллĕ шайра пулнине палăртрĕ. Паллах, чи ăшă саламсем тăван тăрăхран пулчĕç. Анат Чаткасран килнĕ делегаци уява чăннипех те илем кỹчĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Петрова район администрацийĕн пуçлăхĕн В.П.Фадеевăн тав çырăвне вуларĕ, асăнмалăх парне пачĕ. А.Лукьянова ертсе пыракан хĕр арăмсен ансамблĕ "Ай, ишет-и пăлан" халăх юррине чĕрене тивмелле çепĕççĕн шăрантарчĕ. Вырăнти юрăçсен икĕ аркăллă кĕпи, тĕрĕллĕ саппунĕпе явлăкĕ залрисене чаткассен чăвашлăхĕ вăй илсех пынине туйтарчĕ. Кăмакара лартса пĕçернĕ хур тушкисене юбиляра тыттарнă чух пурте тăвăллăн алă çупрĕç: ял хавалĕ тăрăх, ку парнене чи хисеплĕ çынна тыттараççĕ-çке. Сăмах май, Анат Чаткас ансамблĕ антракт вăхăтĕнче те юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Пуянкассинчен килнĕ "Ахаяс" фольклор ансамблĕ те (ертỹçи _ Н.Федотова (Синелева), артисткăн тантăшĕ) савăк юрă-ташă парнелерĕ. 55 çулхи Молодцыгина вырăнти халăх ташшинче ентешĕсемпе пĕрле акăш пек çемçен те çăмăллăн çаврăнчĕ. Юбиляр пĕрремĕш вĕрентекенĕпе _ Л.Я. Кузьминапа (Анат Чаткас), класс ертỹçипе Т.Е.Антоновăпа (Палтиел) тĕл пулни чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ: çакăн пек ырă та ăслă учительсем, педагогсем вăй хунипе пултарулăх çулне суйласа илнĕ-çке Валентина Александровна. Хăйĕнчен сăмах каланă чухне те тава тивĕçлĕ артистка вĕрентекенĕсене ашшĕ-амăшĕпе тан хурса хакларĕ, ăсталăха туптама пулăшнă ертỹçĕсене, ĕçтешĕсене тав турĕ. Хальхи вăхăтра ТЮЗра администраторта вăй хуракан ентешĕмĕр куракансене (пĕрле ĕçлекенсемпе, паллах) çĕнĕ спектакль парнелерĕ. "Пĕртăвансем" пьесăри Кĕтерне сăнарĕ урлă _ кил ăшшине упракан хĕр арăм, амăш сăнарне ĕнентерỹллĕ уçса пачĕ.