ÇАПЛА ВĔÇЛЕНЧĔ ПАЛĂК ИСТОРИЙĔ...
АНАТ ЧАТКАСРА колхоз 1929 çулта йĕркеленнĕ. "Трактор" ятлă пулнă вăл. Ахăртнех, ку ят ялта маларах машина юлташлăхĕ пулнипе те çыхăннă пулĕ, ăна "Машинное товарищество" тенĕ. Ĕçрен хăраман çынсем пурăннă ялта. Çавăнпах ĕнтĕ колхоз та вăй илсех, тĕрекленсех пынă. Колхозниксен пурнăçĕ те лайăхланнă, вĕсем тулăх пурăнма тытăннă. Кĕçех республикăра колхозсем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлес юхăм вăй илнĕ. Чаткассем Вăрнар районĕнчи Сталин ячĕпе хисепленекен колхозпа ăмăртма пуçланă. Пыра-киле вăрнарсем хăйсен колхозĕн ятне улăштарма, ăна Ленин ятне пама йышăннă. Çавна май вĕсем хуçалăхра çулпуç палăкне лартнă. И.В.Сталин палăкне вара чаткассене панă. Çакăн хыççăн колхозăн ячĕ те улшăннă, вăл Сталин ячĕпе хисепленме тытăннă. 1940 çулхи июльте пулса иртнĕ. Ас тăватăп-ха: И.В.Сталин палăкĕн çỹллĕшĕ виçĕ метрччĕ, вăл виçĕ пайран тăратчĕ, вĕсене ятарлă болтсемпе çи-рĕплетнĕччĕ. Палăк йĕри-тавра решетке тытса çаврăннăччĕ, вĕренепе акаци лартса хăварнăччĕ. Халиччен ялта вĕренене пачах та лартман пулнă. Кунтах трибуна та туса лартнăччĕ. Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçнăччĕ. Митингра колхоз активисчĕ Петр Александрович Бакланов тухса калаçнине халĕ те лайăх ас тăватăп. Сталин ячĕпе хисепленекен парк ỹссех, илемленсех пычĕ. Анчах та унта, акти- вистсемсĕр пуçне, ахаль çынсем кĕме самаях шикленетчĕç. Аслă Отечествăлла вăрçă пуçлансан, Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕпе хисепленекен тата пирĕн ялти Сталин ячĕллĕ колхозсем хушшинчи ăмăрту татăлчĕ. Лару-тăру урăхларахчĕ çав вăл тапхăрта, фронта пулăшасси, уншăн ĕçлесси _ тĕп тĕллевсенчен пĕриччĕ. 1964 çулта пирĕн те И.В.Сталин палă-кĕпе сыв пуллашма тиврĕ. Çĕршыв пуçĕнче И.В.Сталин тăнă тапхăр пире те витĕм кỹнех çав. Хамăрах илер-ха, акă. Ун чухне эпĕ колхоз председателĕччĕ. Тен, халĕ ку кулăшла та туйăнать пулĕ те, анчах тĕрĕсех: ялти интеллигенци, вăтам сыпăкри руководительсем _ колхоз тата ял Совечĕн председателĕсем, бригадирсемпе фермăсен заведующийĕсем _ "Сталин формипе", картуспа, кительпе тата галифепе, атăпа çỹретчĕç. КПССăн 22-мĕш съезчĕ хыççăн та эпĕ И.В.Сталин палăкне илсе пăрахма шутламарăм-ха. Паллах, çакăн пирки хăшпĕр çынсемпе калаçса пăхма та тиврĕ. Обкомран та пирĕн колхоза пĕрре çеç мар килсе кайнăччĕ, кашнинчех палăка илсе пăрахма хушса хăваратчĕç. Эпĕ вара çакна шỹтпе ирттерсе яма тăрăшаттăм. 1964 çулта, вырма вăхăтĕнче, мана, ял Совет председательне Васильева, колхозри партком секретарьне Алексеева Патăрьел парткомне (ун чухне райкома çапла каланă. _ Авт.) чĕнтерчĕç. Тĕлĕнмелле: вырма ыйтăвĕсемпе чĕнмен иккен пире, кун йĕркинче _ Сталин палăкне илсе пăрахасси. _ Сталин хăйне ытла та мăна хунине пĕтĕм тĕнче йышăнать, эсĕ вара халĕ те çакна ăнланса илесшĕн мар, _ теççĕ мана, хытах пăскăртаççĕ. _ Эпĕ политик мар _ хуçалăх ертỹçи. Палăк шăпине манăн татса памалла-и вара? - тỹрре тухма пăхатăп хам. Киле таврăннă чух Патăрьелне пĕрле пынă юлташсене çапла каларăм: _ Палăка аркатма алă çĕкленмест. Çавах та, сых ятне, шăтăк чавса хурăр. Сталина, тен, унта хурăпăр _ тĕрĕс-тĕкелех юлĕ. Тепĕр кун эпĕ хиртеччĕ. Правление таврăнтăм та... палăк çук. Вăл, виçĕ пая вакланнăскер, çĕрте выртать. Тракторпах сĕтĕрсе антарнă иккен. Ку ĕçе йĕркелеме партком секретарĕ Н.В.Космовский хăй килнĕ пулнă-мĕн. Çапла вĕçленчĕ Анат Чаткасри И.В.Сталин палăкĕн историйĕ. Сăмах май, Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче, фронтра вилнĕ салтак ывăлĕ пулнă май, çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чух кашни уйăхрах Сталин стипендине - 150 тенкĕ илсе тăнăччĕ...