Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Секретарьсем вĕренеççĕ

 

"ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ" партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчи Политканаш йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче партин вырăнти тата пуçламăш уйрăмĕсенче отчетпа суйлав конференцийĕсемпе пухăвĕсем иртмелле. Партин пуçламăш уйрăмĕсенчи отчетсемпе суйлавсене еплерех ирттермелле, хăш ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла, уйрăмсене ертсе пыма камсене шанмалла? Çак тата ытти организациллĕ ыйтусем тавра пынă те ĕнтĕ. Шăмăршăра мартăн 30-мĕшĕнче иртнĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пуçламăш организацийĕсен секретарĕсен семинарĕнче. Семинар ĕçне пуçламăш уйрăмсен секретарĕсемсĕр пуçне вырăнти Политканаш членĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Семинара пухăннисем умĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвком ертỹçи П.Фомин пуçламăш уйрăмсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсен умĕнче тăракан задачăсемпе паллаштарнă, партин районти уйрăмĕн конференцине ирттерессипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăнă. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Чăваш Ен регионĕнчи уйрăмĕн представителĕ, регион ĕçтăвкомĕн тĕп специалисчĕ В.Грачев семинара килнисене республикăри "единороссен" ĕçĕ-хĕлĕпе, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çитес суйлавне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе партин пуçламăш организацийĕсем умĕнче тăракан задачăсемпе палаштарнă. Семинарта партин вырăнти уйрăмĕн Политканаш членĕ Ю.Угарин, Карапай Шăмăршăри пуçламăш уйрăмĕн секретарĕ В.Денисов "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕсен ответлхăне ỹстерес, парти ĕçĕ-хĕлне лайăхлатас тĕлĕшпе усăллă сĕнỹсемпе канашсем панă. Семинара хутшăннисем "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Ен регионĕнчи уйрăмĕн Политканашĕ кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен тавралăхра тирпей-илем тумалли уйăхлăх ирттерме Чĕнсе каланине ырланă.



04 апреля 2007
00:00
Поделиться