Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ир тăракан кайăк тутă пулнă, тет...

ÇУР АКИНЧЕ тăпрари нỹрĕке сыхласа хăварасси тĕп вырăнта пулĕ, - тет "Мир" ЗАО генеральнăй директорĕ Зефер Халиуллович Афлетуллов. _ Ака-суха ĕçĕсем унчченхи çулхисенчен иртерех пуçланма пултараççĕ, ирхи тĕш тырă тата пăрçа йышши культурисене пĕр эрнерен кая юлмасăр акса хăварма пирĕн хатĕр тăмалла. Зефер Халиуллович кĕр тыррисен шăпи пирки пăшăрханать. 420 гектар çинче акнă кĕрхи тулă иртнĕ кĕркунне, калчасем лайăх шăтса тĕмĕленнĕ. Анчах çанталăка пула килсе тухнă лару-тăру кĕр тыррисемшĕн меллех мар. Вĕсене тĕрлĕ чир-чĕр ерме пултарнă. Çавăнпа çуркунне калчана минерал удобренийĕ хывса вăй кĕртме тивет, кирлех пулсан, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хими хатĕрĕсемпе те усă курмалла пулать. _ Хальлĕхе 20 тонна аммиак селитри пур-ха, - сăмахне малалла тăсрĕ З.Афлетуллов. _ Çывăх кунсенче татах кỹрсе килмелле, патшалăхран пĕр миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илме документсем хатĕрлерĕмĕр. Çур акинчи ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар: 500 гектар тулă, 200 гектар урпа, 100 гектар сĕлĕ акмалла. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне çĕнетесшĕн: çуркунне тата 50 гектар аксан люцерна пĕтĕмпе 450 гектар йышăнĕ. Пĕр çул ỹсекен курăксене те пĕлтĕрхинчен ытларах лаптăк çинче акасшăн. Хуçа каланă тăрăх, пур йышши вăрлăхсем те çителĕклĕ. Кăçал çĕр улми нумайрах лартма палăртнă _ 50 гектар. Çĕнĕ сортсем лайăх упранаççĕ, кăнтăрла путвал алăкĕсене уçса уçăлтараççĕ. Ака-суха ĕçĕсене ирттерме 30 тонна соляркăпа 5 тонна бензин кирлĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Каллех кредит укçипе усă кураççĕ. Зефер Халиуллович ял хуçалăх машинисем юсавран-тĕрĕслеврен тухса пынине те палăртрĕ. Хуçалăх иртнĕ çул туяннă икĕ СКП-2,1 сеялка паян тесен паян ĕçе пуçăнма хатĕр. Çĕнĕ йышши çак сеялкăсемпе хăмăла сухаламасăрах, çĕре çиелтен кăпкалатса тырă акĕç. Кивĕ сеялкăсене те юсаса хатĕрленĕ. Тракторсем пирки те пăшăрханмаллиех çук _ вак-тĕвек юсав ĕçĕсем çеç юлнă. Пĕр сменăпа ĕçлеме механизаторсем çитеççĕ. _ Пирĕн хуçалăх, тĕпрен илсен, выльăх-чĕрлĕх продук-чĕсем туса илессипе специализациленет, - терĕ З.Х.Афлетуллов. _ Ĕне выльăхсен йышне кăçал 260 пуçа, çывăх çулсенче вара 350 пуçа çитересшĕн. Сурăхсен йышĕ те 100 пуçран кая пулмĕ. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, патшалăхран 15 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илме палăртрăмăр. Зефер Халиуллович лаша фермин пуласлăхĕ пирки те хавхаланса калаçрĕ: хальлĕхе 35 лаша усраççĕ пулсан, кăçал тата "советский тяжеловоз" ăратлă 20 лаша туянасшăн. Виçĕ-тăватă çул хушшинче лашасен йышĕ 150 пуçпа танлашмалла. Хуçалăх ертỹçисем лаша сĕчĕнчен кăмăс хатĕрлекен технологие ĕçе кĕртме те ĕмĕтленеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 марта 2007
00:00
Поделиться