Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АМĂШĔН САВĂНĂÇĔ

ÇАК кунсенче Пуянкассинчи Т.И. Хайыдова патне çар штемпелĕллĕ çыру килчĕ. "Хисеплĕ Таисия Ильинична! - çырать часть командирĕ. _ Маттур салтак ỹстерсе çитĕнтернĕшĕн, ăна тивĕçлĕ воспитани панăшăн çар чаçĕн командованийĕ сире чĕререн тав тăвать. Сирĕн ывăл, Андрей Хайыдов, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретĕнче тăрса, çар присягине, уставне, командирсен приказĕсене яланах çирĕп пурнăçлать. Çар хатĕрленĕвĕнче вăл аван кăтартусемпе пырать, шанса панă хĕç-пăшала та, техникăна та лайăх пĕлсе çитрĕ... Ырă кăмăллă, таса чунлă салтак хăйĕн юлташĕсем хушшинче сăпайлăхпа, ĕçченлĕхпе, çар дисциплине çирĕп пăхăннипе палăрса тăрать. Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн юратаканскер, вăл ытти воинсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ывăлăрăн çар хатĕрленĕвĕнчи çитĕнĕвĕсемпе сире чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата тулли телей сунатпăр. Андрей Хайыдов малашне те çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласса эпир шансах тăратпăр". Кунта çакна та хушса каламалла. Андрей Хайыдова Канашри педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн, 2006 çулхи кĕрхи призывра çар ретне илнĕ. Хальхи вăхăтра Чулхула облаçĕнче службăра тăрать. Çартан таврăнсан Шупашкарти университетра вĕренме ĕмĕтленет. Ывăлĕ салтака юрăхлă ỹссе çитĕнни, службăра маттур воин пулса тăни амăшне чунтанах савăнтарать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 марта 2007
00:00
Поделиться