Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăван районĕ, каллех эс чăн малта, ятна çĕклетĕн çĕнĕ вăй-халпа!

ПĔЛТЕРНĔЧЧĔ ĕнтĕ, 2006 çулхи экономика ăмăртăвĕнче республикăри яллă районсем хушшинче Шăмăршă районĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак чаплă çитĕнỹ - районти кашни ĕçчен чунтан тăрăшнин, социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарассишĕн пирĕн ертỹçĕсем пысăк вăй хунин кăтартăвĕ. Кĕçнерни кун, мартăн 22-мĕшĕнче, район администраци-йĕнче иртнĕ савăнăçлă пухура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕ, Чăваш Ен вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова чаплă лару-тăрура район пуçлăхне В.П.Фадеева I степень Диплом тата Куçса çỹрекен Кубок пачĕ. _ Пĕрремĕш пулма çăмăл мар, - терĕ В.П.Фадеев. _ Куçса çỹрекен Кубока алăран ярас мар тесен, пиртен кашнийĕнех тăван районшăн тỹрĕ кăмăлтан тăрăшмалла, экономикăпа социаллă аталану кăтартăвĕсене лайăхлатсах пымалла. Валерий Петрович Чăваш Республикин правительствине район ĕçне пысăка хурса хакланăшăн чĕререн тав турĕ, шăмăршăсем умма лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн вăй-халĕсене шеллемесси пирки шантарса каларĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 марта 2007
00:00
Поделиться