Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шурă юр каять, çỹп-çап курăнать...

ИРПЕ тăрсан яланхи йăлапа телевизора ятăм та, юлашки хыпарсене тимлĕн итлеме тытăнтăм. "Пирус тĕпне çĕре пăрахнăшăн Индонезире 30 доллар, Швейцарире 63 евро штраф тỹлеттереççĕ", - пĕлтерет диктор. Ют çĕршывсем тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшнине, ку тĕлĕшпе саккунсене хытарнине унччен те илтнĕ-ха. Хамăр районтан чикĕ леш енче турист çулçỹревĕнче пулнисем те çакнах çирĕплетеççĕ. Çапла, вĕсем тавралăх илемĕшĕн, çут çанталăка пуянлатассишĕн тăрăшаççĕ. Эпир вара... Утса пырар-ха ял урамĕпе. Юр кайса пынă май куç умне мĕнле кăна тасамарлăх тухмасть-ши? Пирус тĕпĕ пирки шарламăпăр та, эрех кĕленчи, пластик савăт-сапа, ытти ăпăр-тапăр куçа тăрăнаççĕ. Таçтан, урăх районсенчен килсе пăрахман вĕт-ха çак тасамарлăха, хамăрах варалатпăр урамсемпе обществăлла ытти вырăнсене. Район центрĕнче те тасалăхшăн тивĕçлипе тăрăш- мастпăр-ха. Паллах, ял поселенийĕн пуçлăхĕ е специалисчĕ пирĕн хыççăн юлакан çỹп-çаппа тасатса çỹрес çук, кашни çыннăн хăйĕн ăнланулăхĕ, намăсланма пĕлни кирлĕ. Урам, кил умĕ, вăрман тирпейлĕ те илемлĕ пулсан, хамăршăнах лайăх мар-и-ха? Тен, пирĕн те çĕре пăрахнă кашни пирус тĕпĕшĕн, кил умĕнче йăваланса выртакан пластик савăтшăн пысăк штраф тỹлеттерме тытăнмалла? Сăмахпа каланине ăнланмасан, пиçиххи тытма хушнă асаттесем. Ун пек тумалла теместĕп-ха, çапах та...



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 марта 2007
00:00
Поделиться