Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район экономикине тĕреклетессишĕн тăрăшнă

ВАТĂРАХХИСЕМ ас тăваççĕ ĕнтĕ: пĕрлештернĕ Патăрьел районне пĕтерсе 1965 çулта çĕнĕрен Шăмăршă районĕ туса хучĕç. Района ертсе пыма çĕнĕ çынсем пуçăнчĕç. Райĕçтăвком председателĕн йывăр "лавне" Феткул Ахметович Мулюкова шанса пачĕç. Унччен вăл Патăрьел райĕçтăвкомĕн председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ. Секретарь ĕçне Нина Павловна Харькова пуçăнчĕ. Председатель заместителĕ пулса Михаил Александрович Кожевников ĕçлерĕ. Пай пуçлăхĕсем çак юлташсемччĕ: Христофор Ильич Кудряшов (райфо), Алексей Владимирович Ильичев (райплан), Галина Дмитриевна Попова (культура), Галина Дмитриевна Шипунова (ЗАГС), Михаил Терентьевич Абсалямов (оргнабор), Юрий Николаевич Скрипин (граждан оборонин штабĕ), Николай Алексеевич Павлов (райĕçтăвкомăн пĕтĕмĕшле пайĕ), Василий Васильевич Двойнов (Госстрах), Вячеслав Кузьмич Волков (ЦСУ), Александра Васильевна Корчагина (архив), Анисия Алексеевна Андреева (РОНО), Роза Ивановна Тарасова (райсобес), Александр Иванович Кондратьев (милици уйрăмĕ), Василий Егорович Бельский (ГАИ уйрăмĕ), Василий Егорович Егоров (ял хуçалăх управленийĕ), Виктор Иванович Логинов (киносеть). София Александровна Кроткина райĕçтăвком бухгалтерĕнче, Алексей Васильевич Исаев шоферта, Андрей Иванович Григорьев конюхра ĕçлетчĕç. Коммуналлă хуçалăх предприятине Иван Александрович Леонтьев, почта уйрăмне Александра Петровна Калашникова, вăрман хуçалăхне Алексей Тихонович Степанов ертсе пычĕç. Леонид Семенович Смирнов нумай çул хушши районти пушар инспекцийĕн аслă инспекторĕнче тăрăшрĕ. Николай Фролович Никоноров _ Шăмăршă ял Совечĕн председателĕ _ ял Совет председателĕсен Пĕтĕм Раççейри канашлăвĕн ĕçне хутшăнма тивĕç пулнăччĕ. Ăна лайăх ĕçленĕшĕн СССР Министрсен Совечĕн Председателĕ А.Н. Косыгин ятне çырнă сехет парнеленĕ. Николай Фролович Çăлтăр хулара хăнара пулнине, А.Г.Николаев тата В.В.Терешкова космонавтсемпе курса калаçнине яланах ăшшăн аса илетчĕ. Эпĕ хам 1965 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа тивĕçлĕ канăва кайичченех райĕçтăвкомра аслă инструктор, пĕтĕмĕшле пай пуçлăхĕ пулса ĕçлерĕм.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 марта 2007
00:00
Поделиться