Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çурхи кун _ çулталăкшăн

ЧĂВАШ Республикин ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев журналистсемпе тĕл пулнă чух районсенчи ял хуçалăх управлени-йĕсене çарти штабпа танлаштарнăччĕ. Чăн та, хĕрỹ тапхăрта кунта штабри пекех: телефон пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăртатать, специалистсем хуçалăхсемпе çыхăнсах тăраççĕ, ăçта мĕн кирлине, мĕн çитменнине лайăх пĕлеççĕ. Халĕ ял хуçалăх управленийĕн ячĕ улшăнчĕ ĕнтĕ: район администрацийĕн АПК предприятийĕсемпе, общество инфраструктурине аталантарас тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пайĕ пулса тăчĕ. Ячĕ улшăнсан та, ĕçĕ-тĕллевĕ унчченхиех: çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕклемелле, хресчене пулăшмалла. Çак пайăн çĕр ĕçĕшĕн яваплă тĕп специалисчĕпе _ И.В.Якушовпа тĕл пулсан эпĕ çитес çур аки пирки сăмах хускатрăм. _ Малтанах çак документпа паллашăр-ха, - терĕ мана Иван Васильевич, ксерокспа кăларнă хута кăтартса. Унта "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" хысна (казенное) унитарлă предприяти ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсенчен тата килти хушма хуçалăхсенчен выльăх-чĕрлĕх туянасси çинчен пĕлтернĕ. Ĕне выльăхпа сысна ашĕшĕн предприяти виçĕ кун хушшинче укçа тỹлесе татăлать. Кунсăр пуçне, аш-какайшăн минераллă удобренисем сĕнет: аммиак селитрин пĕр тоннине 5100 тенкĕпе, азофоскăна (нитроаммофоска) _ 7600 тенкĕпе, диаммофоскăна 8520 тенкĕпе сутать. _ Çак сĕнỹ пирĕн районшăн юрăхлă тесе шутлатпăр, - палăртрĕ И.В.Якушов. _ "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" хысна унитарлă предприятийĕпе районта чăн малтан "Исток" ООО килĕшỹ турĕ, 60 тонна аммиак селитрипе 90 тонна кăткăс удобрени туянчĕ. Çывăх вăхăтра "Агродор", "Восход", "Мир" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те минераллă удобренисем турттарма пуçлĕç. _ Иван Васильевич, çур аки валли "çĕр çăкăрĕ" мĕн чухлĕ кирлĕ-ха? - интересленсе ыйтрăм эпĕ уй-хир хуçинчен. _ Кирли çав тери нумай, - чеен кулса илчĕ тĕп агроном. _ Пĕлтĕрхи шайпа шутласан, 500 тоннăран кая мар аммиак селитри, 1000 тонна кăткăс удобрени туянмалла. Унсăрăн уй-хиртен пысăк тухăç илме йывăр пулĕ. Журналиста кăçалхи уй-хир ĕçĕсен планĕ те интереслентерчĕ, паллах. Хуçалăхсен пурĕ 5928 гектар çинче çуртрисем акмалла. Çав шутра тулă 3290, урпа _ 1730, сĕлĕ _ 564, хура тул _ 205, пăрçа _ 45, вика 94 гектар йышăнĕç. Пĕр çул ỹсекен курăксем валли 545, выльăх чĕкĕнтĕрĕ валли 20 гектар уйăрĕç. _ Сахăр чĕкĕнтĕрне мĕн чухлĕ акасшăн? - ыйтрăм эпĕ Иван Васильевичран. _ Хуçалăхсенче 660 гектартан кая мар йышăнĕ, - терĕ тĕп агроном. _ Çак культура вăрлăхĕ пирки "Югагросервис" Суту-илỹ çурчĕпе (Дон çинчи Ростов хули) килĕшỹ тунă. Вĕсем пирĕн районти хуçалăхсене дражированнăй (мĕн пур микроэлементсемпе пуянлатнă) вăрлăхпа тивĕçтерĕç. _ Иван Васильевич! - каллех хăпмастăп тĕп агрономран. _ Хуçалăхсенче тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем çитеççĕ-и? _ Пур йышши вăрлăх та çителĕклĕ, - лăплантарчĕ мана çĕр хуçи. _ Хальлĕхе вĕсен 82 проценчĕ кондицие ларнă, юлнă кунсенче вăрлăх пахалăхне лайăхлатассишĕн малалла ĕçлемелле. Хуçалăхсен ертỹçисене çакăн çинчен те тепĕр хут аса илтересшĕн: элита вăрлăхсем туяннин тăкакĕсене субсидилеме Чăваш Республикин правительстви пирĕн района 1 миллион та 500 пин, гербицидсен тăкакне субсидилеме 1 миллион та 100 пин тенкĕ уйăрса парать. Çавăнпа та: "лайăх вăрлăх _ пысăк тухăç никĕсĕ", - тенине пурин те шута илесчĕ. Калаçăва Н.М. Ухваркин тĕп специалист та хутшăнчĕ. Вăл çур акине 117 трактор (фермер хуçалăхĕсенчипе пĕрле) хутшăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Тĕпрен илсен, пĕр сменăпа ĕçлеме механизаторсем çитеççĕ. Хĕрỹ тапхăр валли 360 тонна солярка, 100 тонна бензин кирлĕ. Пур хуçалăх та тенĕ пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсене хатĕрлеме тытăннă. Ку тĕлĕшпе çăмăллăхлă кредитпа та, выльăх-чĕрлĕх тата тырă сутса тунă укçапа та усă кураççĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсем çăмăллăн иртес çук. Техника кивелсе çитни те, хуçалăхсенче укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăни те уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă чух йывăрлăх кăларса тăратаççĕ. Мĕнле пулсан та, ака-суха ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттересчĕ, çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине асра тытасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 марта 2007
00:00
Поделиться