Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Телейлĕ пулăр, пурнăç чечекĕсем!

2006 Çул вĕçĕнче йышăннă федерацин "Ачаллă çемьесене патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе ти-вĕçтересси çинчен" саккунпа килĕшỹллĕн, 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çемьере иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă (усрава илнĕ) граждансене амăшĕн капиталĕн ирĕкне параççĕ. Пĕр хут уйăракан 250 пин тенке çемье ача виçĕ çул тултарсан илме пултарать. Çак пуянлăхпа тĕллевлĕ усă курмалла, ăна хваттер условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме е амăшĕн пулас пенсине ỹстерме ямалла. Амăшĕн капиталĕн ирĕкне çирĕплетекен документ _ ятран панă сертификат. Мартăн 16-мĕшĕнче район администрацийĕнче савăнăçлă лару-тăрура çак хаклă хутсене виçшер ача çуратнă Татьяна Яковлевапа Галина Тенишева илчĕç. Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан Яковлевсен çемйине амăшĕн капиталне виççĕмĕш ача _ Никита, Карапай Шăмăршăри Тенишевсене кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче çуралнă ывăлĕ Данил "парнеленĕ". Телейлĕ амăшĕсене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата унăн çумĕ Г.Н.Обаськин, пысăк зала пуçтарăннă çынсем чун-чĕререн саламларĕç. "Амăшĕн капиталĕ _ Раççей Президенчĕ В.В.Путин, Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти "Демографи" наци пректне пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçе кĕртекен пысăк программăн пĕр пайĕ, - терĕ Г.Н.Обаськин. _ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракци РФ Патшалăх Думине тепĕр сĕнỹ пама хатĕрленет: амăшĕн капиталĕн индексацине ытларах ỹстерме, çак тỹлеве ытти ача çуралсан та пама кирлĕ тесе шутлать". Георгий Николаевич залра ларакан пур хĕрарăма та юрату, телей сунчĕ, çамрăк çемьесенче йыш хутшăнсах пырасса шаннине палăртрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2007
00:00
Поделиться