Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă пул, "çунатлă" йĕлтĕр!

РАЙОН пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çулленех иртекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ чăннипех те пысăк спорт уявĕ пулса тăчĕ. Иртнĕ вырсарни кун та Шăмăршă çу-мĕнчи илемлĕ хыр вăрманне спортсменсем те, спорта юратакан ытти çынсем те йышлăн пуçтарăнчĕç. Çанталăкĕ те ытарма çук лайăх тăчĕ çак кун, Шăмăршăн аслă урамĕнче шăнкăртатса çурхи шыв юхрĕ пулсан та вăрманта юр нумай-ха. Пластик йĕлтĕрсем лайăх шăвасси пирки иккĕленỹ çук. Вăрман уçланкине пĕр тикĕс йĕркеленсе тăнă командăсене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, унăн çумĕ Г.Н. Обаськин ăшшăн саламларĕç, ăнăçлă стартпа лайăх финиш сунчĕç. Районти кашни шкулпа ял поселенийĕнчен, предприятисемпе организацисенчен килнĕ йĕлтĕрçĕсем. Кỹршĕри Тутарстанри Çĕпрел районĕн Хурăнвар-Шăхаль ялĕнчен те хăнасем килсе çитнĕ. Эппин, ăмăрту хĕрỹ иртесси малтанах паллă. Йĕлтĕрçĕсен эстафетине шкулсенчи 9 класа çитичченхи командăсем пуçларĕç, ăмăрту 5 тапхăрпа иртрĕ. Арçын ачасем 3, хĕр ачасем 2 километра чупса тухрĕç. Çивĕч тупăшура Пуянкасси шкулĕн пĕрремĕш команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшсем _ чаткассем. Пуянкасси шкулĕн иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Шкулсенче аслă классенче вĕренекенсен командисем те эстафетăна лайăх чупса тухрĕç. Арçын ачасем 5, хĕр ачасем 3 километра чупрĕç. Хальхинче Чаткас шкулĕн йĕлтĕрçисем палăрчĕç: пĕрремĕш команда çĕнтерỹçĕ пулчĕ, иккĕмĕш команда виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшсем вара _ Хурăнвар-Шăхаль шкулĕн йĕлтĕрçисем. Ял поселенийĕсен командисен ăмăртăвне курма та интереслĕ пулчĕ. Шăмăршă ял поселенийĕн команди пĕрремĕш, Хурăнвар-Шăхаль команди _ иккĕмĕш, Анат Чаткас команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Предприятисемпе организацисен командисем хушшинче предпринимательсен пĕрлештернĕ команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ район администрацийĕн, виççĕмĕшĕ _ Карапай Шăмăршăри "Елочка" санатори командисем. Çĕнтерỹçĕ командăсене район пуçлăхĕн парнисемпе тата Грамотăсемпе чысларĕç. Чи лайăххи вара _ вăрманти сиплĕ сывлăшра ăмăртса сывлăха тĕреклетни, сывă пурнăç йĕркине хăйсен тĕслĕхĕпе пропагандăлани. Сывă пул, "çунатлă" йĕлтĕр,тепĕр çулччен, хĕллехи спорт!



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2007
00:00
Поделиться