Кунран кун çывхарать çур аки
ШĂМАТ КУН Шăмăршăра çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта районти çулсем çинчи 2006 çулхи лару-тăрупа ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А.В. Юманов, 2006 çулхи техосмотр кăтартăвĕсемпе, кăçал техосмотр ирттересси çинчен Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ В.А.Захаров, агропромышленноç комплексĕнчи ĕç сыхлавĕ çинчен ертсе пыракан специалист А.Г.Сабанов, 2007 çулхи çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен техникăна тĕплĕн юсаса хатĕрлесси çинчен ял хуçалăх пайĕн механизаци енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.М.Ухваркин пĕлтернине итленĕ. Лару ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăннă, умра тăракан задачăсене çивĕчлетсе сăмах тухса каланă.