Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Картиш тулли выльăх, анчах ашне сутма çăмăл мар

ЧАТКАСРА ĕçчен çынсем пурăннине никам та хирĕçлеймĕ. Кашни хуçалăхах выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать, хăйсене çирĕплетсе панă çĕр лаптăкĕсенчен те ытларах тупăш илме тăрăшаççĕ. Акă, Афанасьевсен хуçалăхнех илер. Кил картинче ĕнепе пăру, лаша, 23 сысна усраççĕ. Чăхсем те йышлă. Паян тесен паян пусса сутмалли самăртнă 14 сысна пур. Таса ăратлă 3 амапа 1 аçа ăрăва малалла тăсаççĕ. _ Выльăхсем лайăх çитĕнеççĕ, анчах какайне вырнаçтарма çăмăл мар, - пăшăрханса калаçать кил хуçи _ Анатолий Константинович. _ Ютран килекенсем ытла та йỹнĕпе туянасшăн. Сысна çурисене те виççĕршер тенкĕпех сутса пĕтертĕмĕр. Пĕлтĕртенпех кашни ял поселенийĕнче потребительсен кооперативне туса хурасси пирки калаçу пырать, анчах сăмахпа шантарнинчен ĕç çине куçаймарăмăр-ха. Халăх вара пăшăрханать: тар тăкса çитĕнтернине йỹнĕпе сутса янин усси çук вĕт. "Аш-какая вырнаçтарас ыйтăва республика шайĕнче татса памалла, - теççĕ чаткассем. _ Выльăха яла килсех туянсан, хакĕ ытлашши пĕчĕк пулмасан çынсен хавхаланăвĕ те ỹсĕччĕ". Чаткасра çеç мар, çапла каланине Пăчăрлă Пашьелĕнче те, Чукалта та, ытти ялсенче те илтме тивет. Потребительсен кооперативĕсен ĕçне йĕркелесе ямасăр, вĕсем аш-какай комбиначĕсемпе тỹрремĕнех çыхăнса ĕçлемесĕр çивĕч лару-тăруран тухма çăмăл мар. Туннель вĕçĕнче çутă курăнмаллах!



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2007
00:00
Поделиться