Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХИСЕПЕ ТИВĔÇЛĔ ВОДИТЕЛЬ

Водитель профессийĕ çăмăл марри куç кĕрет паллă. "Васкавлă пулăшу" уйрăмĕн машинипе ĕçлекенсен вара пушшех те йывăр. Техника юсавлăхĕшĕн яваплă пулни çеç мар, чирлĕ çыннăн шăпи те нумай чухне вĕсен аллинче. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсенче _ яланах хатĕр пулмалла. Техника тени кĕтмен çĕртен чăхăмлама та, çĕмĕрĕлсе ларма та пултарать. Ăна вара кĕске хушăрах юсамалла, кая юлнă самант та чирлĕ çыннăн пурнăçĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак яваплă та йывăр ĕçре 15 çул пĕр улшăнмасăр вăй хурать Пăчăрлă Пашьелĕнчи çемье тухтăрĕн офисĕнчи "Васкавлă пулăшу" уйрăмĕн водителĕ Н.В.Чернов. Хăйĕн ĕç стажне вăл 1977 çулта, тăван колхозра пуçланă. Кунта вунă çул ытла шоферта тăрăшнă хыççăн больницăна ĕçлеме куçнă. _ Чун туртнă ĕçе тулли кăмăлпа каятăп, _ тет Николай Вадимович. _ Йывăрлăхсем пулман мар пирĕн ĕçре, анчах алă усман. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, халĕ ĕçлеме çăмăлрах. Ялсенчи кашни урама тенĕ пекех асфальтлă çул çыхăнтарать, машинăсене те çĕнетсех тăраççĕ. Çывăхри пилĕк яла _ Кивĕ Чукал, Çĕнĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел, Асанкасси, Шамкай ялĕсене çитсе пулăшу пама тивет. Хăш-пĕр дежурствăра вара чĕнỹсем кунĕпех пулаççĕ, ялсенчен аякри район центрне темиçе хутчен те хутлама тивет. Чун-чĕрипе те, ĕçĕпе те илемлĕ çын Н.В.Чернов. Тỹрĕ кăмăлтан, чунтан юратса пурнăçлать вăл хăйĕн тивĕçне. Ĕçтешĕсем хушшинче те, ял çинче те _ сумлă çын. _ Николай Вадимовича ырă енчен çеç илсе кăтартма пулать,_ тет Пăчăрлă Пашьелĕнчи çемье тухтăрĕн офисĕн тĕп врачĕ С.В.Кудряшов. _ Ĕçре вăл питĕ чăтăмлă, пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерме тăрăшать. Техникăна юсаса-пăхсах тăрать опытлă водитель, чирлисем патне вăхăтра çитерме тăрăшать медицина ĕçченĕсене. Мăшăрĕ те _ Нина Ананьевна нумай çул хушши сывлăх хуралĕнче тăрать. Черновсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Асли _ Алеша ашшĕн çулне суйласа илнĕ, водитель пулса ĕçлет. Паян Н.В.Чернов хăйĕн юбилейне _ 50 çул тултарнине паллă тăвать. Эпир ăна ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнỹсем тума сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2007
00:00
Поделиться