Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ДОЗНАВАТЕЛЬ

Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ, çар службинче пулса ỹт-пĕве тата характера пиçĕхтернĕ, техникумра вĕренсе ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ Александр Мандрюков хăйĕн милици службинчи биографине 1996 çулта Шупашкар хулинчи Ленин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче пуçланă. Малтанах вăл патрульпе пост службинче ĕçленĕ. Çак службăра кĕçĕн сержант хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле пĕр çул хушшинчех темиçе преступление уçса панă. 1997 çулта пултаруллă милиционера пайри уголовнăй шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ пулма çирĕплетнĕ, кĕçĕн лейтенант званийĕ панă. Çамрăк офицер хăйĕн тивĕçне яланах присяга хушнă пек туса пынă. 2004 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа Александр Мандрюков Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать. Хĕç-пăшал илме лицензи çырса паракан инспекторта пĕр çул ĕçленĕ хыççăн ăна дознаватель должноçне куçарнă. Дознаватель ĕçне те Александр Александрович профессилле ăсталăхпа пурнăçлать. Милици капитанĕ уголовнăй ĕçсене палăртнă срокра тĕпчесе тишкерет, материалсене суда вăхăтра тăратать. Кăçалхи 2 уйăхри оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсем тăрăх А.А.Мандрюкова пай начальникĕ хайĕн приказĕпе тав тунă. Пĕлтĕр пултаруллă дознавателе виççĕмĕш степеньлĕ "Службăра палăрнăшăн" медальпе наградăланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2007
00:00
Поделиться