Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асфальт çулпа пынă чух иртни килчĕ асăма...

ВĂРÇĂЧЧЕНХИ çулсенче, эпĕ пуçламăш классенче вĕреннĕ чух, "Тăван сăмах" кĕнекере хальхи шкул автобусĕ евĕрлĕ автобус ỹкерчĕкĕ пурччĕ. Ун айне "Тỹрĕ, тикĕс çулпала Пĕр автобус вĕçтерет. Хăйне ирĕк çул пама Вăл таçтанах систерет", - тесе çырнăччĕ. Тикĕс çул пулайманнипе çак автобус пирĕн ялсене темиçе вунă çултан тин вĕçтерсе çитрĕ. Н.В.Федоров Президент хăйĕн Указĕпе çитес икĕ çул хушшинче кашни яла асфальтлă çулпа çыхăнтарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак Указа пурнăçласа районта мĕнле ĕçсем туни, çитес вăхăтра мĕн тумалли çинчен район пуçлăхĕ В.П.Фадеев район хаçачĕн журналистне И.Саландаева каланă сăмахсем мана питĕ савăнтарчĕç. Йышăннă план-проектсем чыслăн пурнăçланасса эпĕ çирĕп шанатăп. Валерий Петрович хăйĕн сăмахне тытатех! Асфальт çулпа савăнса пынă чух иртнĕ вăхăтсем асăма килеççĕ. Хăш-пĕрне хаçат урлă çырса кăтартас килет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче колхоз хирĕнче çитĕнтернĕ тырра патшалăх валли çывăхри станцие _ Улатăра леçетчĕç. Вăрман витĕр хăйăрлă, шурлăхлă-лачакаллă çулпа пыма лашасене йывăр пулнă: хăмăт, йĕнерчĕк çаптарнă, урапа-кустăрма ваннă. Каялла килнĕ чух хăш чухне колхоз валли, е ялти лавкка валли краççын, тăвар илсе килетчĕç. Тепĕр кун пай укçи тỹленĕ колхозниксене: 3-5 килограмшар тăвар, 2-3 литр краççын сутатчĕç _ "чĕп куç" çутмалăх. 1946-50 çулсенче, Патăрьелĕнчи педучилищĕре вĕреннĕ чух, аякри çула çуран çỹреме инçе пирки, выçăллă-тутăллă пурăннă вăхăтсем те пулнă. 1954 çулхи январь уйăхĕнче, салтакран демобилизаципе киле таврăннă чух (пире _ пограничниксене _ кĕркунне мар, январь уйăхĕнче тин киле ячĕç), Канашран Шăмăршăна килекен машинăпа ларса тухрăм. Юр çăвать, çил-тăман вĕçтерет. Комсомольскинчен тухса, хальхи Елчĕке пăрăнакан çултан иртсен машина чарăнчĕ. Малта 5-6 машина юр хỹнипе путса ларнă иккен. Тĕттĕм пулчĕ, çил-тăман чарăнмасть-ха. Çывăхри яла çитсе выртма шутларăм. Тепĕр машина патĕнче хамăр ялсене В.Ивановпа Н.Чамеева тĕл пултăм. Вĕсемпе çуранах Патăрьелне çитсе çĕр выртрăмăр. Тепĕр кун çуранах Шăмăрша çитрĕмĕр. Унтан ялтан пынă лашапа, ăçта утса, ăçта ларса киле çитсе ỹкрĕмĕр. Çулсем иртнĕçемĕн колхозсенче машинăсем, тракторсем хутшăнсах пычĕç. Çавна пула çулсем çинче шăтăк-путăк, кĕрлĕ-çурлă иртсе çỹремелле мар пылчăк çăрăлатчĕ. Паянхи пек астăватăп: 1978 çулхи октябрь пуçламăшĕнче района каймалла пулчĕ. Ирхине ялтан Шăмăршăна сĕт леçме каякан тракторсемпе ларса тухрăм. Колхоз ферминче икĕ кунта сунă 12 фляга сĕте леçме икĕ "Беларусь" трактор яраççĕ иккен. Çулсем çăрăлса пĕтнипе, Асанкасси урамĕ витĕр нимĕнле техника та ашса тухаймасть. Çавăнпа та тракторсем, вăрман витĕр кайса, Ломка патĕнчен Асанкасси ферми патне тухрĕç, унтан чиперех Шăмăршăна çитрĕмĕр. Каялла килнĕ чух та çав çулпах килмелле. Акă, Асанкасси ферми патĕнчен тракторсем вăрмана кĕчĕç. Кăнтăрла тата çумăр çунипе вăрманти çулсем те хытах йĕпеннĕ. Пĕр хушă икĕ трактор пĕр-пĕрне сĕтĕркелесе пычĕç, унтан иккĕшĕ те путса ларчĕç. Трактористсем _ пĕр ятлă Николай Карзановсем. Пĕрин арăмĕ кăкăр ачипе больницăран таврăнать. Тележка çинче эпир вунпĕрĕн. Хуларан килекенсем хушшинче çара пуçлисем, урисене туфли тăхăннисем те пур. Каç пулса тĕттĕмленчĕ. Тракторсене вăрманта хăварса, Асанкасси фермине каялла килсе çĕр каçрăмăр. Тепĕр кун эпĕ çуранах киле таврăнтăм. Тракторсем каç енне тин яла çитнĕ. Хĕллехи вăхăтра хирти çулсене юр тарăн çуса лартнипе Шăмăршăна, Канаша колхоз машинисем Баскак, Кучек урлă 70-80 километр çаврăнса çỹретчĕç. 1967 çулхи хĕлле çав çулпа машина кузовĕ çине ларса райком бюровне кайса килнĕччĕ. (Эпĕ ун чух парторг пулнă). Ялти лавккаç Г.Бельцов райпоран тавар тиесе килнĕ чух машина çĕмĕрĕлнипе (шоферĕ И.Тридворнов) хĕлле вăрман варринче çĕр каçнăччĕ. Çул çинче çакăн пек нушаланни пирĕн ялта кăна мар, ытти çĕрте те нумай пулнă. Халĕ, асфальтлă çул тунăранпа, вăл нуша пĕтрĕ. Ялта çăмăл машинăсем нумайланчĕç. Шăмăршăран Чукала автобус кунне виçĕ рейс тăвать. Чукалтан Шупашкара "Газель" икĕ хут, Ульяновска "Икарус" пĕрре кайса килет. Суйкăнпа Пашьел хушшинчи çула туса пĕтерсен, Улатăра та автобуспа çỹреме тытăнăпăр-ха. Ватăлас та, вилес те килмест кун пек ырлăхра пурăннă чух!



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2007
00:00
Поделиться